Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хирсем пушанса пыраççĕ. Хĕвел çаврăнăш хирĕсем çеç тăлăххăн курăнса лараççĕ. Ирçелĕнчи «Родники» хуçалăх та çак культурăна пухса кĕртмен-ха. Ку хуçалăха 24 çул хушши Николай Сайгушев ертсе пырать. Районти председательсенчен вăл чи асли. Вĕсем район пуçлăхĕпе Ханяфи Рамазановпа пĕр çул ĕçлеме тытăннă.
 
-Эпир ытларах тĕш-тырă акса тăватпăр. Тавах Турра, кĕрхи ĕçсене вĕçлерĕмĕр темелле. Питех мухтанмаллиех çук та – хамăра çитет. Кĕрхи ыраш кăçал гектартан 31 центнер пачĕ, тулă – 43. Ку аван кăтарту. Çурхи культурăсем вара шăрăха пула начар ӳсрĕç.
Хĕвел çаврăнăш ĕлкĕрнĕ. Вăл 180 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Лайăх çанталăкра икĕ комбайнпа тăватă кунра вырса илме палăртатпăр. Кĕрхи ыраша 550 гектар çинче акса хăвартăмăр. Пушаннă çĕрсене йăлтах сухаларăмăр. Унсăр пуçне нумай çул ӳсекен курăк анисене те сухаласа килес çула хатĕрлерĕмĕр. Халĕ ял çыннисен пахчисене сухалатпăр – çĕр пайĕсен шучĕпе. Ĕçĕ пĕр куна çеç юлчĕ. Ялта 465 киле яхăн,- тет Николай Петрович.
Механизаторсен халĕ тăхтав вăхăчĕ. Вĕсем юсав ĕçĕсемпе аппаланаççĕ. Ертӳçĕ сăмахĕпе, саппас пайĕсем çителĕклех. Шартлама сивĕсем киличчен юсаса пĕтермелле.
Хуçалăх паркĕ кăçал çĕнĕ техникăпа пуянланнă: заводран куккурус тата хĕвел çаврăнăш акакан хальхи вăхăтри сеялка, «Полесье» комбайн, тиемелли тата им-çам сапмалли машинасем туяннă.
-Пирĕн халĕ парăмсем çук. Ĕç укçине парса татнă, - кăмăллăн кулать ертӳçĕ. - Эпир хамăр хуçалăх ĕçченĕсене клубра пуçтарса кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламларăмăр ĕнтĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене парнесем патăмăр. Ял çыннисем пирĕн ĕçчен, пултаруллă. Чăннипех те тава тивĕç. Халĕ çапларах пурнăç кайрĕ вĕт: ĕçлемесĕр никам та çăкăр çитермест.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 722, Хаçат: 46 (1242), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: