Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче ял хуçалăхĕпе промышленность эрни иртнĕ.
Ăна регионти ял хуçалăхĕпе унăн продукцине ĕçлесе тăракан промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă. Çак хушăра халăха кăсăклантарма палăртнă тĕп мероприятисен шутне тематика çавра сĕтелĕсем тата ăслăлăхпа практика семинарĕсем кĕнĕ. Вĕсенче хутшăнма фермерсене, ял хуçалăх организацийĕсен ертӳçисемпе специалисчĕсене, банксемпе суту-илӳ, страхлав компани ĕçченĕсене, минераллă им-çампа ӳсен-тăрана хӳтĕлекен эмелсем кӳрекенсене йыхравланă.
Чӳкĕн 14-мĕшĕнче Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн филиалĕн конференц-залĕнче «Организация управления энергозатратами на предприятиях агропромышленного комплекса и лесной промышленности» семинар-канашлу иртнĕ.
Чӳкĕн 18-мĕшĕнче Ульяновскри П.А.Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăхĕн академийĕн лапамĕнче çавра сĕтел иртнĕ.
Чӳкĕн 19-мĕшĕнче ирттернĕ çавра сĕтеле облаçри потребительсен кооперацине аталантарассине халалланă. Çав кун Ульяновскри ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн лапамĕ те канашламалли, çивĕч ыйтусене сӳтсе явмалли вырăн пулса тăнă. Унта «Ульяновская область – территория органик» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. «Агропромпарк» обществăра йĕркеленĕ семинарта ялсенчи пĕчĕк хуçалăхсене аталантармалли мелсене пăхса тухнă.
Чӳкĕн 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче ял территорийĕсене хăтлăх кӳрессипе ĕçлекен çĕр тыту дирекцийĕ Ульяновск облаçĕнчи пахчаçăсен агрогильдийĕпе пĕрле профильлĕ фестиваль ирттернĕ.
 
: 735, Хаçат: 46 (1242), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: