Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче – Тӳсĕмлĕх кунĕ умĕн — Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче Наци ялĕн пĕрремĕш çуртне никĕс хучĕç. Çурчĕ ку чăвашсен пулать. Ăна УОЧНКА (пуçлăхĕ В.И.Сваев) тата «УльяновскЦентрГазСт рой» (генеральнăй директорĕ А.В.Фёдоров) пĕрлехи тăрăшăвĕпе тума тытăнаççĕ. Хальхинче вара ун пĕрремĕш чулне тата çитес ăрусем валли çырнă çырăва капсулăна чиксе никĕсе хурса хăварчĕç.
Ку ĕçе С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр хутшăнчĕ, кунта çаплах чăваш общественноçĕн çыннисем, облаçри тĕрлĕ наци юхăмĕсен пуçлăхĕсем, область тата хула влаçĕсен çыннисем пурччĕ.
-Наци ялĕн пĕрремĕш çуртне чăвашсем тума тытăнни вĕсем ĕçчен халăх пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Ĕç хускалса кайни пире те савăнтарать. Чăнах та, ку ялта никам та пурăнмĕ, анчах вăл пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн пулĕ. Мĕншĕн тесен кунта тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлĕç, пĕр-пĕрин культурипе çывăхрах паллашĕç. Çапла вара ку çамрăксене воспитани памалли çĕнĕ центр пулĕ, - терĕ Сергей Иванович.
В.И.Сваев çак пысăк ĕçе мĕнле пуçăннине, документсем нумай хатĕрлеме тивнине каласа пачĕ, тытăннă пуçарăва вĕçне çитерес шанчăк пуррине пĕлтерчĕ.
-Эпир паян пулас ăрусен килĕшӳллĕ пурнăçĕн никĕсне яратпăр,- терĕ Владимир Ильич.
А.В.Фёдоров вара чăваш кил-çурчĕ виçĕ зданирен тăнине пĕлтерчĕ: музей, хăна çурчĕ тата конференц-зал. Кафе тата лаша вити те пулĕ. Ку комплексра тĕрлĕ уявсем ирттерме май пулать.
-Çак яваплă ĕçе пурнăçлама шанса панăшăн савăнатăп. Инвесторсене явăçтарсан, тăрăшса ĕçлесен 2014 çул вĕçне чăвашсен кил-çуртне хута ярăпăр, 2015 çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илĕпĕр, - савăнтарчĕ пурне те Артём Владимирович.
Унтан С.И.Морозов сцена çинчен анса капсулăна чул ăшне хучĕ, цементпа хупларĕ. Ун хыççăн Ульяновскри чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий игумен çурт никĕсне кĕлĕ вуласа сăвапларĕ, çурта хăпартакансене сывлăх сунчĕ.
Пухăннă халăха паллă артистсем — Веронийăпа Станислав Толстовсем илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Вĕсен кĕвĕ-çеммине çил инçете илсе кайрĕ.
Каласа хăвармалла: ку яла кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе тăваççĕ. Çитес вăхăтра кунта облаçра пурăнакан тăхăр халăхăн çурчĕсем çĕкленсе ларĕç.
Чăвашсем вара вĕсене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
 
: 853, Хаçат: 46 (1242), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: