Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Наци ыйтăвĕсене шкултах татса пама пулать иккен. Çакăн пирки тата нумай нациллĕ Раççейри чĕлхесене тимлесси çинчен Ульяновск облаçĕнчи тутар чĕлхи вĕрентӳçисен II съездĕнче калаçнă.
– Наци вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕсем – пирĕн регионта пурăнакан халăхсен чĕлхине, культурине, историне сыхласа хăварасси тата аталантарасси,-тенĕ вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Екатерина Уба. - Пирĕн облаçри наципе чĕлхе политикин тĕп паллисем — ирĕклĕ аталану тата пур чĕлхесен пĕртанлăхĕ, вĕренӳ чĕлхине хăй ирĕкĕпе суйлама май пурри. Вĕсем пулнă та, малашне те çаплах сыхланса юлĕç.
Паян регионта вĕренӳ организацийĕсен тытăмĕ йĕркеленсе çитнĕ. Вăл вырăс мар халăхсене хăйсен чĕлхине вĕренме май парать.
Кăçал, тĕслĕхрен, Николаевка районĕнчи Пысăк Чирклей ялĕнче 230 вырăнлă çĕнĕ шкул уçнă. Пирĕн 5500 ача тутар халăхĕн чĕлхине, историне тата культурине вĕренет. Ку вăл облаçри мĕнпур тутар ачисен 60 проценчĕ. Çавăнпа та тутар вĕрентӳçисен съездне регион правительстви çеç мар, Тутарстан Республикинчи вĕренӳ тытăмĕ те тимлĕх уйăрнă. Съезд ĕçне вĕренӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен Атăлçи центрĕн аслă вĕрентекенĕ Зальфира Замалетдинова тата Тутарстан правительствин председателĕн çумĕ Энгель Фаттахов хутшăннă. Ульяновск облаçĕпе Тутар Республикин вĕренӳ министрĕсем хатĕрленĕ икĕ енлĕ Килĕшӳ çине алă пусса çирĕплетнĕ. Энгель Фаттахов тутар вĕрентӳçисем хуть те хăш вăхăтра та кӳршĕ региона канаш ыйтма тата çамрăксем тутар чĕлхипе литературине вĕренес тĕллевпе аслă пĕлӳ илме пыма пултарасси пирки каланă, вĕренӳ хатĕрĕсем туянма 95 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
– Раççей Федерацийĕн правительствипе Федераллă пухăвĕ умне пирĕн шкулсене патшалăх шучĕпе кĕнекесемпе тата кирлĕ литературăпа тивĕçтересси пирки ыйту тăратмалла,-тенĕ Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов. - Кашнинчех чееленме, çак укçана ăçтан тупас тесе тарăннăн шухăшласа çӳреме пăрахмалла.
Регионта малашне пур наци чĕлхисен вĕренекенĕсем те хăйсен опычĕпе пайлама пултаракан, калаçма май паракан наци чĕлхисен клубĕ йĕркеленмелле. Кунашкал лапам пулмаллах тесе çирĕплетнĕ регион пуçлăхĕ.
 
: 769, Хаçат: 46 (1242), Категори: таван самах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: