Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Юрлас килет, тăванăм, юрлас килет, тăван ялта пурнатăп – ташлас килет. Ачамсене курсассăн чун хĕпĕртет, атте-анне вĕрентни телей пиллет…» Çапла пĕтĕмлетрĕ тĕлпулăва ĕмĕрне Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте ирттерекен, икĕ хутчен Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ Зинаида Макаровна Теби (Разинова) – ĕç ветеранĕ тата вăрçă ачи.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнĕ Анна Андреевнапа (çĕр ĕçĕнче пилĕкне авнă пилĕк ача амăшĕ) Макар Егорович (1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăран çĕнтерӳпе таврăнса хуçалăх техникине тата ял çыннисен япалисене юсаса пурăннăскер) Разиновсем ĕмĕрĕсене питĕ йывăр, анчах телейлĕ пурăнса ирттернĕ. Çут тĕнчене парнеленĕ ачисенчен паян пĕри çеç (ыттисем леш тĕнчене ăсаннă) Разиновсен йăхне аса илтерсе тата чапа кăларса кун кунлать – Зинаида.
Ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ Совет Союзĕнче ял хуçалăхĕсем йĕркеленнĕ, Аслă вăрçă вăхăтĕнче ачаллах ĕç тыткăнне кĕрсе ӳкнĕ, нимĕç фашисчĕсене çĕнтерсе халăх хуçалăхне ура çине тăратнă питĕ йывăр, яваплă, хавхалануллă саманара иртнĕ.
1957 çулта Зинаида ял каччипе – Иван Павлович Тебипе – çемье çавăрать. Туйĕ мăшăрĕ çуралнă кун – нарăсăн 24-мĕшĕнче – кĕрлесе иртет. Тепĕр тĕлĕнтермĕш çинчен аса илет ентешĕмĕр:
- Атте вăрçăран «Русский строй» хут купăс илсе таврăнчĕ. Хам тĕллĕнех калама вĕрентĕм. Киле ĕçкĕ-çике пуçтарăнсан аттепе анне хăнасене ташлаттарма алла хут купăс тыттаратчĕç. Эх, вăтанаттăм! Хăш-пĕр чухне тарса пытанаттăм. Шыраса тупатчĕç те каллех купăсçă вырăнне лартатчĕç. Кайран вăтанми пултăм – качча кайиччен пĕтĕм ял çамрăкĕ ман çумран хăпмастчĕ: ташлаттараттăм, юрлаттараттăм. Хамăн туйăмра аллăма хут купăс тытса хăнасене килĕрен киле илсе çӳрерĕм. Кăçал та-ха вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерӳ кунĕнче палăк умĕнче ташлаттартăм.
И.В.Дубов вĕрентӳçĕ - ял музейне йĕркелесе яракан - пултаруллă ентешĕсене пуçтарса культура вучахне чĕртсе ярать. Чăваш халăх юррисене шăрантаракан ушкăна Зинаида Макаровна та çӳреме тытăнать: хут купăс калать, юрлать, ташлать. Анат Тимĕрçен артисчĕсем облаçри тĕрлĕ ялсенче пулаççĕ, Шупашкара çитсе те тĕлĕнтереççĕ.
- Мăшăрăмпа пилĕк ывăл тата хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Шел, аслине, милицире ĕçленĕскере, вĕлерчĕç. Икĕ мăнукăм тăлăха юлчĕ. Ыттисем чиперех пурăнаççĕ: тăватă ывăлăм Ульяновскра тĕпленсе тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать. Хĕрĕм ялта тымар ячĕ. Пурте çемьеллĕ. Манăн 12 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук. Хуçалăх тытатăп-ха, кĕркунне пилĕк сотăй çĕр лаптăкне пĕчченех ĕçе кĕртрĕм. Çук, ачамсем пулăшмаççĕ тесе каламастăп – вĕсем манăн ылтăн алăллăскерсем. Кĕрхи тата çурхи вăрăм каçсене çăмăллăн ирттерме «Канаш» хаçатăм пулăшать. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ çырăнса илетĕп. Хаçат килмелле тенĕ кун урамра çакăнса тăракан почта ещĕкне темиçе хутчен тухса пăхатăп. Маттурсем эсир, хаçат кăларакансем, çынсене савăнтарса хăйне кура телей парнелеме пĕлетĕр. Тунсăхласа ларма вăхăт та çук, акă çак кунсенче сакăрвунă çул тултарнине паллă тума хатĕрленетĕп. Юбилей тенине хĕрĕм патĕнче ирттересшĕн. Хут купăс та унтах. Çак кун тĕлне кăçал çирĕм хур чĕппи туянса ӳстертĕм. Пурне те пĕрер хур парнелес тетĕп. Аллăма хут купăс тытса хăнасене ташлаттарас кăмăлăм пур. Шел, Иван Васильевич йĕркеленĕ юрă ушкăнĕ саланса кайнăранпа ăна тепĕр хут чĕртсе яракан тупăнмарĕ. Хаваслансах çӳренĕ пулăттăм. Эпир, мĕн, Удмуртири Бураново ялĕнчи асаннесенчен начартарах-им? Пурăнас килет-ха, юрлас-ташлас, ачамсемпе, тăвансемпе савăнас килет. Кил-çуртăм газпа ăшăнать, шывĕ пӳртех кĕрет, тасамарлăхĕ каялла юхса тухать. Ял урамĕсем кăна питĕ тирпейсĕр, хирĕçе каçма та çук – пылчăк. Пуçлăхсем çак çитменлĕхе пĕтерсен сĕре те аван пулнă пулĕччĕ. Лавккана, почта уйрăмне, ял администрацине, пульницана çӳреме те май çук вĕт. Çав сăлтавпах çăкăр таврашне те килтех пĕçеретĕп, - тет Зинаида Макаровна.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 715, Хаçат: 46 (1242), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: