Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çамрăк-ха вăл, культура тытăмĕнче пĕрремĕш утăмсем çеç тăвать. Апла пулин те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне илме ĕлкĕрнĕ. Паллашăр: «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн чи çамрăк юрăçи – Марина Ильина.
 
Вăл Ульяновскра çут тĕнчене килнĕ. Хĕр пĕрчи çуралсанах Ильинсен çемйи Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен Шемек ялне куçса каять. Тĕлĕнмелле, паянхи саманара нумайăшĕ яла каялла таврăнаççĕ!
Марина пĕрремĕш класранах питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Юрă тĕнчине те ачаллах çакланать: шкулта йĕркелекен концертсене хутшăнать, Культура çуртĕнче иртекен мероприятисене çӳреме тытăнать. Ял хорĕн ертсе пыракан юрăçи пулса районти ялсенче пурăнакансене сассипе тĕлĕнтерет.
Тăхăр класс пĕтерсен Ульяновскри 4-мĕш педагогика колледжне вĕренме кĕрет. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех юрăçсен «Планета молодых», «За Родину!», «Юная звезда» тата ытти конкурссене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçет. 2013 çулта ют çĕршыв чĕлхисен вĕрентӳçин дипломне илет.
- Халĕ Хусан университетне вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп. Паллах, куçăмсăр майпа. Шкулта ĕçлеме те, юрăç маçтăрлăхне якатма та шухăшлатăп. Пĕрремĕш утăм турăм темелле – чăваш тĕнчинче палăрма ĕлкĕрнĕ Станислав Толстов композитор ертсе пыракан юрă ушкăнне çаклантăм. Тĕлĕнмелле коллектив тата ертӳçĕ! Май пулсан талăкĕпех çак ушкăнра юрлăттăм. Пурте пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Веронийăпа Станислав Толстовсем юрлани маншăн – маçтăрлăха ӳстермелли чĕрĕ урок, - тет хĕр хăпартланса.
Çапла, «Эревет» çамрăкланса та вăй илсе пырать. Çакна ушкăна Марина Ильина пек çамрăксем хутшăнса пыни çирĕплетет. Ентешĕмĕре юлташĕсем юратса: «Шăпчăк чĕппи», - теççĕ.
 
: 864, Хаçат: 46 (1242), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: