Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Народный фронт «За Россию» Раççейри обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕнчи штабĕпе тĕл пулнă. Вĕсемпе Ульяновск облаçĕн 2014 çулхи бюджетне тата регионти наци политикин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.
-Çывăх çулсенче пирĕн пĕрлĕхлĕ задачăсенчен пĕри – Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи хушăвне пурнăçа кĕртесси. Ку йывăр ĕç, çавăнпа та пур йышăнăва та общественность, экспертсен йышăнăвĕпе пĕрле пăхса тухмалла. Халăх ыйтăвĕсем «Народный фронт» тĕрĕслемелли тĕп ыйтусем пулмалла. Бюджет политики, коррупципе кĕрешесси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра йĕрке тăвасси – çак ыйтусемпе пирĕн пĕрле ĕçлемелле, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Обществăлла юхăмăн активисчĕсенчен ытларахăшĕ облаçăн 2014 çулхи бюджетне ырланă, вăл ытларах социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннине палăртнă.
-Мана 2014 çулхи бюджетра сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли уйăрнă укçана пĕчĕклетменни савăнтарать, - тенĕ облаçри ачасен клиника пульницин тĕп тухтăрĕ, В.В.Путинăн шаннă çынни Анна Лебедько.
«Народный фронт» илсе пымалли тĕп ĕçсенчен пĕри – регионта наци политикине пурнăçласси. Ку ыйтупа обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн сопредседателĕ, «Наш Век» телерадиокомпанин наци программисен аслă редакторĕ Олег Мустаев калаçнă.
Вăл пирĕн регионта наци политикине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.
- Наци политики пирĕн облаçри кăна мар, çĕршыври, тĕнчери йывăр ыйтусенчен пĕри. Ăна тĕрĕс татса пама пĕлнинчен пирĕн, ачасен пуласлăхĕ килет. Юлашки çыравпа, облаçра 135 халăх çынни пурăнать. Вĕсене пĕрлештерме, халăхсен культурипе йăли-йĕркине аталантарма правительство мĕнпур условисем туса панă. Халĕ облаçра 17 наци организацийĕпе пĕрлĕх ĕçлет. «Народный фронт» Ульяновск облаçĕнчи наци политикине РФ наци политикин стратегийĕпе килĕшӳллĕн ятарлă программăпа илсе пыма палăртать, - тенĕ вăл.
«Народный фронт» юхăмăн регионти уйрăмĕн активисчĕсем обществăлла контрольпе тĕрĕслĕх палатин ертӳçине хăйсен кандидатурине, «Молодёжная газета» хаçатăн тĕп редакторне Захар Мисанеца сĕннĕ.
 
: 1046, Хаçат: 46 (1242), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: