Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕнче эпĕ 1242 çулхи акан 5-мĕшĕнче Александр Невский çарĕ Чудской кӳлĕ хĕрринче нимĕçсемпе çапăçнă вырăнсене çитсе куртăм. Пăр çинчи çапăçу теççĕ ăна тепĕр майлă.
Çапăçу Узмень текен вырăнта, Вороний Камень тата Самолва ялĕсен çывăхĕнче пулса иртнĕ. Халĕ ăна Сиговец сăмсахĕ теççĕ. Вăл тăрăхра с и г а текен пулă нумай пулнă. Чудской кӳлли хĕлле те хулăн пăрпа витĕнмест. Мĕншĕн тесен шыв айĕнче тапса тăракан çăл куçсем нумай. Кунта пурăнакансем çак кӳлле тепĕр майлă «тёплое море» теççĕ. 700 çул хушшинче Чудской кӳлли тăватă метр çӳллĕш тулнă. Вăл çулталăкра вăтамран 4 миллиметр хушăнса пырать.
Александр Невский вăхăтĕнче вырăссем çак вырăна лайăх пĕлнĕ. 10-12 пин салтаклă нимĕç çарне 15-17 пинлĕ вырăс çарĕ шыва хăвса кĕнĕ тенĕ хăш-пĕр кĕнекере. Тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх, çарсенчи салтаксен шучĕ ун чухлех пулман. Тăшмансен çарĕнче 900 яхăн рыцарь, пин çурă çуран салтак, икĕ пин ополчени çынни пулни паллă. Вырăссен – 4-5 пине яхăн. Чудской кӳлли çинчи çапăçура вырăссем тăшмансен 50 салтакне тыткăна илнĕ, 400 салтака шыва путарнă.
Рыцарьсен тумĕпе вăрçă хатĕрĕсем пирки кĕнекесенче çапла çырни пур: вĕсем питĕ йывăр пулнипе тăшмансем шыва путса вилнĕ. Ку тĕрĕс мар. Тимĕртен тунă вăрçă хатĕрĕсем каярах – 14-15-мĕш ĕмĕрсенче тин – модăна кĕнĕ. Тумĕсем вырăссен те, нимĕçсен те пĕр пекрех – 20 кг тайнă.
Летопись тăрăх, Александр Невский 1220 çулта çуралнă, 1263 çулта вилнĕ. Ордара вăл чирлесе ӳкет, Раççее таврăннă чух Городец хулине çитсен вилсе каять. Ăна Владимир хулинчи Рождественский мăнастирĕнче пытараççĕ.
1724 çулта 1-мĕш Петĕр патша унăн ӳтне Санкт-Петербургри мăнастире куçарттарать. Çавăнтан вăл Александр Невский мăнастирĕ пулса тăрать.
1993 çулта – Псков хули 1090 çул тултарнă çул – Соколиха тăвĕ çине пăхăрпа тăхланран тата гранитран Александр Невские монумент лартнă. Çуллĕшĕ – 30 метр, йывăрăшĕ – 163 тонна.
 
: 726, Хаçат: 46 (1242), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: