Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче пурăнакан Анна Семёновна Микка çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Вăл ялти чи ватă çынсенчен иккĕмĕшĕ. Унран аслăраххи – 102 çулхи Долгова Васса.
Анна Семёновна юлашки çулталăк та икĕ уйăх вырăнпах выртать. Пилĕк çул каялла вара анкартинче чупса çӳресе çĕр улми пуçтаракан Анна аппа çапла вырăнпах выртасса никам та шанман. Юрать-ха, ăс-тăнĕ аван.
-Шав ура çинчеччĕ вăл, шав утатчĕ, пĕр ĕçрен те юлман. Арçын вырăнне те ĕçленĕ. Ман хуняма питĕ харсăр хĕрарăмччĕ. Килĕнче те унăн пĕр çӳп татăкки пулман, картишĕнче те, пахчинче те. Куллен урай çăватчĕ. Сăрламан урайĕ унăн сар çу пек сарăччĕ. Хăй таса та тирпейлĕ çӳретчĕ. Килте ларма пĕртте юратмастчĕ. Хăна-вĕрле ăнсăртран килес пулсан та унăн ялан сĕтел тулли апат-çимĕç пурччĕ, - тет ун пирки кинĕ Нина Яковлевна.
Паянхи пурнăçран нумайăшне манса пырать пулин те Анна Семёновна ĕлĕкхисене лайăх астăвать.
-Эп аннерен çуралса пĕр уйăхранах тăлăх тăрса юлнă. Атте эп çулталăк тултарсан 1919 çулта вилнĕ. Вĕсем пирки илтнĕ кăна эп, курман. Манпа пĕртăван тата виçĕ ача пулнă. Пире пурне те кукка патне ăсатнă. Самайланиччен вĕсем патĕнче пурăннă эпир, кайран вара тăван киле Ирçелне таврăннă. Пĕчĕк пӳрт кăначчĕ пирĕн, вăл та пулин çĕрĕк, - каласа парать вăл хуллен тухакан сассипе.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра Анна Микка – 23 çулхи хĕр. Мĕнпур нуши, ĕçĕ, йывăрлăхĕ шăпах вĕсем çине тиеннĕ. Вĕсем – ял çывăхĕнчи вăрман патĕнчен иртекен пысăк окопа чавакансем, уй-хирти мĕнпур ĕçе пурнăçлакансем. Арçынсем фронта тухса кайнипе, тракторпа ĕçлекенсем кирлипе Анна Миккана тата ялти ултă хĕре Вăта Тимĕрçенти машинапа трактор станцине вĕренме яраççĕ. Пĕр уйăх вĕрентнĕ-вĕрентмен хурçă ут çине лартса уя кăлараççĕ.
-Урапаллă ЧТЗ тракторсене хускатаймасăр нушаланаттăмăр. Сивĕ çанталăкра пушшех те. Хĕрсемпе рукояткăна виççĕн пĕрле аран-аран çавăрса яраттăмăр, иккĕн вĕренпе туртатчĕç, пĕри рукояткăна тытать. Мĕн чухлĕ çавăрман пуль çав рукояткăна. Тата тракторсем кабинăллисем марччĕ, уçă. Çĕрле сухаланă чухне хăранипе çӳç тутăра йăтатчĕ. Ялтан инçерех кайсан вăрă-хурах тапăнасран та, мăшкăлласран та шикленнĕ. Пилĕк çул, вăрçă пĕтсе арçынсем фронтран таврăниччен, çапла ĕçлерĕмĕр. Ман пӳ çӳллĕ мар, çинçешкеччĕ эп. Пĕрре çапла районтан килнĕ те эп тракторпа ĕçленине ĕненмеççĕ. Çак пĕчĕк пӳллĕ хĕрарăм рукояткăна çавăрма мар, йăтаймасть те тесе кулаççĕ. Тарăхтарчĕç. Çиччас сире çавăрса кăтартатăп тесе трактор патне пырсан чарчĕç, - тет вăл.
Пурнăç вăл вăхăтра çынсене тылламаллипех тылланă. Ĕçĕ, выçлăхĕ, сивĕ çанталăкĕ, хутмалли çуккипе нушаланни çумне тата пысăк налуксем хутшăннă. Çынсен юлашки выльăх-чĕрлĕхне налукшăн тесе килĕнчен илсе тухса кайнă. Тăлăх пурăнакан Миккасен картишĕ те пĕр самантрах выльăх-чĕрлĕхсĕр тăрса юлнă. Пушаннă кил-çуртран чи малтан тетĕшĕ тухса каять, кӳршĕ яла икĕ ачаллă хĕрарăм патне киле кĕрет, аккăшĕ качча каять. Тăван килте Аннапа Перасковья аккăшĕ тăрса юлаççĕ. Икĕ хĕрарăм хăйсен вăйĕпе тăм пӳрт лартать. Тăмне хăйсем хире кайса кăлараççĕ, кирпĕчне çапаççĕ, купалаççĕ.
Вăрçă хыççăн ялсемпе хуласенче пĕччен хĕрарăмсем нумай пулнă. Вăрçăра арçынсен çурри вилсе пĕтнĕ. Йывăрпа пурăнакан тăлăх пĕртăван Миккасен те качча кайса çемьеллĕ пурăнма шанăç юлман. Апла пулин те Анна Семёновна икĕ ывăл çуратнă. Аппăшĕ - пĕр хĕр.
Вăрçă хыççăн Анна Семёновна фермăна ĕçлеме куçнă, 10 çул ĕне сунă, алăпа, 16 ĕне. Кайран сурăх, сысна, пăру пăхнă. Вăл вăхăтра пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă: шывне йăтса шăварнă, тислĕкне тасатнă. Анна Семёновна халь вăл вăхăтри вăрттăнлăхне пĕлтерет:
-Ман ĕнесем ялан тап-таса та яп-яка тăратчĕç. Сĕтне те ыттисенчен ытларах сăваттăм, мĕншĕн тесен эп ытти хĕрсенчен пĕр сехет маларах килсе ĕнесене пăтратса параттăм. Ыттисем килсе çитсен вара вĕсемпе тепре çитереттĕм. Пĕррехинче мана сăвăм пысăк пулнипе сĕте шыв ярать тесе айăплама пăхрĕç. Тĕрĕслеттертĕм. Хăйсенех намăс пулчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче те, кайран та Анна аппан лăпкăн сĕтел хушшине ларса апат çиме те вăхăчĕ пулман. Вăл кĕсйине пĕр чĕлĕ çăкăр чикнĕ те ĕçленĕ чух е çул çинче типĕлле çинĕ. Çак йăла унăн халĕ те сыхланса юлнă. Ватă çыннăн ялан аллинче çăкăр пулмалла.
Колхозра ĕçле-ĕçле Анна Микка çурт лартмалăх укçа пухнă. 1971 çулта вăл, пĕччен хĕрарăм, шатрун çурт лартнă. Халĕ те çав çуртрах пурăнать. 1972 çулта çавăн пекех пысăк çурт аппăшĕ çĕкленĕ.
Анчах, ватă çын калашле, вĕсем ĕçленине шыв çине çырса пынă. Ачаранпа колхоз хирĕнче тар тăкнă пулин те Ĕç кĕнеки 1960 çултан çеç çырăннă. Вăл 1978 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.
Вăрçă пĕтсен 1946 çулта Анна Миккана «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, каярахпа «Ленин çуралнăранпа 100 çул», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăл хуçалăхăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ, Хисеплĕ çынни.
Анна Микка хăйĕн вĕренме май килменнипе ачисене вĕрентме тăрăшнă. Аслă ывăлĕ Николай Петрович институт пĕтернĕ, нумай çул вăл тăван колхозра та, ытти хуçалăхсенче те бухгалтерта ĕçленĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Александр Петрович музыка училищинче вĕреннĕ. Клубра, ача садĕнче пултарулăх ертӳçинче вăй хунă. Баянпа пит лайăх калаканскер ялта тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Клубра концертсемпе спектакльсем ларттарнă, пĕтĕм яла савăнтарнă. Шел, Анна аппан икĕ ывăлĕ те паянхи кунччен пурăнайман.
Анна Семёновнана халĕ кинĕ пăхать, пĕчĕк ача пек тирпейлĕ те типтерлĕ тытать. Ватă çын ăна куллен тав тăвать, сывлăх сунать.
 
: 888, Хаçат: 46 (1242), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: