Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрçă ачи Любовь Паймушкина-Белозёро ва ачалăхне аса илме юратсах каймасть. Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралнă хĕрарăм асĕнче упаленме пуçласанах хире курăк çумлама кайни, амăшĕ ĕç хушсах тăни, выçлăх туйăмĕ, тум-юм начар пулни çирĕп тăрса юлнă. Урамсенче ачасем нумай пулнă. Пĕрле выляни-кулни апат çисе вăй кĕртнинчен те ытларах хавхалантарнă.
– Атте, Пётр Белозёров, 12 çул вăрçăра пулнă. Малтан финсемпе çапăçнă, кайран аллине пăшал тытса совет çĕрĕ çинчен фашистсене хăваланă. Киле 1946 çулта Çĕнĕ çул умĕн таврăнчĕ. 1941 çулхи шăллăм каланине аса илсен халĕ те кулас килет. Вăл чӳречерен пăхрĕ те, анне, каллех киле çав арçынни килет тесе кăшкăрчĕ. Аттене унччен пĕрре те курманскер часах хăнăхайман вăл малтанласа ют туйăнакан çынна. Кайран тата йăмăк çуралчĕ. 1945 çулхи Çĕнтерӳ кунне вара эп паянхи пек астăватăп. Колхоза кĕреçепе чавма кайнă. Тĕттĕм, ăмăр, çумăрлă çанталăк. Колхоз председателĕ пире совет халăхĕ аслă вăрçăра тăшмана çĕнтерни пирки килсе каларĕ. Эпир пурте «Ура!» – тесе кăшкăрма, пĕр-пĕрне ыталама пуçларăмăр. Эпĕ ун чухне çиччĕри ача пулнă. Вăт çапла. Шкула кайсан манран телейлĕрех çын çук та пек туйăнатчĕ,-аса илет Любовь Петровна.- Мана шут-хисеп урокĕсем те, чăвашпа вырăс букварĕсем те, ытти-хытти те тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Анчах та пилĕк класс пĕтерсен анне çăлтăр пек илĕртсе тăракан асамлă пĕлӳ тĕнчине кайма чарчĕ. Вăхăчĕ çапла хаяр пулнă. Хире аннепе çумлама кайнă. Кĕркунне те ĕç нумай пулнă. Хĕлле валли те çитнĕ: ал ĕç тунă, çăм арланă. Вĕрентекенĕмĕр Алексей Тихонччă Белозёров темиçе хутчен те киле пычĕ, çӳрерĕ-çӳрерĕ – эп урăх каяймарăм.
Паян Любовь Паймушкина пĕр касăра пурăнакан хĕр-тантăшĕпе тĕл пулса калаçса, иртнине аса илсе ларма юратать. Зинаида Пирогова, Раиса Емельянова, Раиса Пострелова, Семерзинасем – акă вĕсем чуна пусаракан ырă çынсем, пĕччен хĕрарăмăн хуйхине те, суйхине те пусаракансем.
Любовь Петровна ĕмĕрĕнче вара веçех пулнă темелле. Хăйне шеллемесĕр ĕçленипе паян ал-ура шăммин сыпписем сураççĕ. Пĕр хушă шкулта, хуçалăх правленийĕнче, МТСра, трактор бригадин площадкинче урай çунă. Пĕр çĕрте ĕç пĕтсен тепĕр çĕре кайнă. Уйрăмах расна хĕрӳ туйăмпа ĕçчен хĕрарăм Вăта Тимĕрçенти сыр заводĕнче ĕçленине аса илет.
– Сĕт сепараторĕнчен тухакан вĕри хăймана путвала сивĕтме хураттăмăр, кайран улăхтарса çу уçлаттăмăр. Сап-сарă çăва икĕ хутчен сивĕ шывпа чӳхеттĕмĕр,- каласа парать Люба аппа.- Кунти тивĕçсем мана питĕ килĕшетчĕç. Çăвĕ-чăкăчĕ, сĕчĕ-хăйми – çисе тăранмалла мар тутлăччĕ. Паян лавккаран услам çу туянатăн та – ни шăрши, ни тути çук. Яланах хамăр заводрине, ĕлĕкхи апат тутине аса илетĕп. Анчах та ахăр самана çак ырлăха та аркатрĕ. Пирĕн хуçалăх районта чи малтан арканнисенчен пĕри. Нимĕн те юлмарĕ, веçех пĕтрĕ – вити-качки, столовăйĕ, мĕнпур хуçалăх çурчĕ, Ваттисен çурчĕ те хупăнчĕ. Паян ак туй-юбилей таврашне ирттерме Ирçелĕнчи пек пысăк столовăй та çук. Çĕмĕрме вăхăт нумай кирлĕ мар, тума, çĕклеме ăс, укçа-тенкĕ, алă вăйĕ кирлĕ. Çук çав. Калаçсан чĕре çеç ыратать.
Любовь Белозёрована ĕмĕрĕнче хула пурнăçне те тутанса курма тивет. Вăл Николай Паймушкина качча кайсан ултă çул Ульяновскра автозаводра ĕçлет. Паян ашшĕ-амăшĕн килĕнче пĕчченех пурăнать. Хĕлле юратнă çемçе дивана сыхлатăп тесе шӳтлерĕ кăмăллă хĕрарăм. Хăйĕнпе юнашар чи шанчăклă тусĕ «Канаш» хаçат пулнине те пытармарĕ.
– Кĕçнерникунсерен чăваш хаçатне алла илетĕп те киленсе вулама пуçлатăп,- каласа парать вăл. - Чи малтан саккăрмĕш страницăра çырнисене вулама пуçлатăп. Саламсем, çанталăк, каларăшсем, шӳтсем – пурте кăсăклă маншăн. Палланă сăнсене, хамăр таврара çуралса ӳснисене тĕл пулатăп. Аван çынсем, хăйнеевĕр шăпасем çинчен вуласа пĕлме интереслĕ. Литература страници те кăмăла каять. Çырăр, пархатарлă ĕç тăватăр.
Тĕлĕнмелле мар-и-ха, шăп эпир пынă кун, чӳкĕн 8-мĕшĕнче Любовь Петровна 75 çул тултарнă. «Савса çӳретĕр», - терĕ вăл ăшшăн кулса, пире кукăльпе сăйларĕ. Эпир те ăна чун-чĕререн çирĕп сывлăх, канăçлăх, телей сунатпăр. Малашне те шанăçпа пурăнтаракан ырă туйăма ан çухатăр.
 
: 739, Хаçат: 46 (1242), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Petra (2014-05-09 21:34:14):
For the love of GodĔ keep writing these aritelcsĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: