Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Луханована Ĕшке çыннисем аякран курсанах çĕлĕкĕсене хываççĕ, умнерех пырса сывлăх сунаççĕ. Ялти хисеплĕ фельдшера çывăх курни вăл хăй кăмăллă, вашават пулнине пĕлтерет мар-и?
Кашнин сывлăхне тимлĕн тĕрĕслесе тăрать Ольга Геннадьевна, вăйлах чирлисем патне килнех пырса çӳрет: укол тăвать, эмел парать, юн пусăмне виçет. «Ырă тухтăрăн кăмăлĕ пирĕншĕн тепĕр чух хаклă эмелтен те пахарах туйăнать,-терĕ ав Марье аппа.- Килте пĕччен пурăнса упа-утаманах çаврăнатпăр тепĕр чух. Ольга Геннадьевна ăшă сăмахсем каласа йăпатать, вара юн пусăмĕ те чакать, чĕре таппи те тамалать. Ун аллинчен илнĕ эмел те усăллăрах пек туйăнать».
Ольга Луханова ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче 22 çул тăрăшать. Карсунти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн килнĕ те тăван ялтах юлнă. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ. Паян кукамай ятне тивĕçнĕ. Çемйипе кăмăллă вăл. Кунĕн-çĕрĕн ĕçре пулакан амăшне, мăшăрне пулăшма, хавхалантарма вĕренсе çитнĕ Лухановсем. Вĕсен юратнă хĕрарăмĕсĕр ялта пурнăç çук!
Уйрăмах тĕрлĕ вирус эпидемийĕ вăхăтĕнче лару-тăру кăткăслансах çитет. Ачасен сывлăхĕшĕн те ашшĕ-амăш лăпкă. Тухтăр пурин патне те вăхăтра çитме тăрăшать, ырă канаш парать, пĕлсе сыватать. Кирлĕ пулсан Барăшри тĕп пульницана ăсатать.
– Прививка тунă кун ялти пульницана миçе çын пымасть-ши? Сахалтан та 15-20. Вĕсем çеç те мар, чирлисем те кĕреççĕ, тепĕр чух аслăрах ӳсĕмрисем, ватăраххисем. «Сывă пурнăç йĕрки» кăларăмра тата «Сывлăх» журналти рецепта кăтартма, мĕн те пулин ыйтма йăпăртлăха кĕрсе тухаççĕ. Паян ял çыннисем сывлăхĕсене кирлĕ таран тимлĕх уйăрма пуçлани килĕшет мана. Сиплĕ курăксем, çырласем пуçтараççĕ, вĕретсе ĕçеççĕ. Пирĕн вăрманлă, уйлă, çырма-çатраллă вырăнсенче çак пуянлăх туллиех. Майне-шывне çеç пĕлмелле. Ачасемпе те, хăвăрах чухлатăр, ĕçĕ нумай. Шкулта, ача пахчинче тĕрĕслесе тăратăп, хĕрлĕхен (краснуха), шатра (ветрянка), ОРВИ чухне кашни кунах çитме тивет. Ĕлĕкрех эпир Ĕшкери фельдшерпа акушер пунктĕнче виççĕн – икĕ фельдшер та пĕр санитарка – ял халăхĕн сывлăхĕшĕн явап тытаттăмăр. Пĕлтĕр пĕр тухтăр ĕçрен тухса куçса кайрĕ. Телее, кăçал ак тепĕр фельдшер пачĕç. Вăл Барăшран килсе çӳрет. Халь мана çăмăлрах пуласси пирки иккĕленместĕп. Ĕшкере 650 çын пурăнать, вĕсенчен 106-шĕ – 18 тултарман ачасем. Ĕçĕ çителĕклех.
 
Барăш районĕ.
 
: 743, Хаçат: 46 (1242), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: