Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарти К.Иванов скверĕнче археологсем çурла уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса çĕр чавса Раççей историйĕпе çыхăннă пулăмсене тĕпченĕ. Кунта вĕсем Раççейри пĕрремĕш патшан кукамăшне Мария Шестована пытарнă вырăна тупнă, саркофагне чавса кăларнă.
Ахальтен шырав ĕçĕсем йĕркелемен ку вырăнта археологсем. Темиçе ĕмĕр каялла сквер вырăнĕнче хĕрарăмсен Микула мăнастирĕ пулнă. Унта Мария Шестова ĕмĕрлĕхе канлĕхне тупнă.
Бояр арăмĕ Мария Шестова –1613 çулта патшана лартнă Михаил Фёдорович Романовăн кукамăшĕ. 1601 çулхи çурла уйăхĕн иккĕмĕшĕнче ăна Борис Годунов Мускавран Шупашкара ссылкăна янă. Унти хĕрарăмсен Никольски мăнастирĕнче Мария Шестована ирĕксĕрлентерсе манаха куçарнă. Вăл çакăнтах вилнĕ. Ăна мăнастир çумĕнчи склепа пытарнă. Анчах Хаяр Иван вăхăтĕнче тунă мăнастире 1764 çулта хупнă. Ун çумĕнчи собор 1928 çулчченех ĕçленĕ.
1913 çулта, Романовсен йăхĕ трон йышăннăранпа 300 çул çитнине паллă тунă май, патша хушăвĕпе ăсчахсем Мария Шестована пытарнă вырăна тупса тĕпченĕ. Склепа, тупăка уçнă, унта Романовсен йăхĕнчи пĕрремĕш патшан кукамăшĕ выртнине çирĕплетнĕ. Çакăн пирки ятарлă документсем çырнă, пытарнă вырăна хутсем çинче схемăсемпе палăртса хăварнă. Кайран ăна çав вырăнах çĕнĕ тупăкра пытарнă.
1934 çулта Микула соборне çĕрпе танлаштарнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта хĕрарăмсен Микула храмĕ пулнă вырăнта – К.В.Иванов скверĕ.
Шупашкар – Романовсен йăхĕнчи çынсене пытарнă Раççейри тăватă хуларан пĕри.
Мария Шестован чул тупăкне (саркофаг) Романовсен çурчĕн çыннисем тата ăслăлăх эксперчĕсемпе пăхса тăракансем килсе çитсен кăна уçма пултараççĕ.
Мария Шестована пытарнă вырăнта Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулса курнă. Ку шырав историшĕн питĕ пысăк пулăм пулнине палăртса малашнехи ĕçре археологсене пур майĕпе те пулăшма пулнă. Шупашкар варринче пĕр метр çурă çĕр ăшĕнче хулан темиçе ĕмĕрхи историйĕ пытаннине палăртнă.
Сăмах май, Константин Иванов скверĕ археологсемшĕн пит хаклă вырăн. Чавнă вăхăтра кунта 14-17 ĕмĕрсенчи хаклă йышши тата пĕртен-пĕр сыхланса юлнă япаласем, Никольски мăнастирĕнчен Атăл хĕрне тухмалли çĕр айĕнчи çула, мăнастирĕн алтарь пайĕн стенисем пулнă вырăна тупнă.
Кăçал Романовсен çурчĕ 400 çул тултарчĕ. Çакна палăртса Шупашкарта Мария Шестована пытарнă вырăн çинче часавай лартма сĕннĕ. Проекта пурнăçлама спонсорсен укçине явăçтармалла. Ку тĕллевпе ятарлă фонда укçа куçарма пулать.
Шупашкар хули админи-страцийĕ К.Иванов скверне малашне туристсен маршрутне кĕртме сĕннĕ.
 
: 827, Хаçат: 46 (1242), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: