Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çут çанталăк пулăмĕсене манăн икĕ питлĕ çынпа танлаштарас килет. Асамлă вут. Мĕн кăна кăтартмасть вăл çынна. Пĕр енчен – ырлăх, тепĕр енчен – инкек-синкек, вилĕм илсе килет. Унăн усăллă енĕсене пурте лайăх пĕлетпĕр. Начар енĕсем те унăн пайтах. Вăтам ĕмĕрти чиркӳ çыннисем тухатмăшсем шыраса ăслă та илемлĕ çынсене пĕр айăпсăр вутра çунтарнă. Хĕр çулпуç Жанна д`Арк кăвайт çулăмĕнче пĕтнĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче самолётра, танкра миçе паттăр çунса вилнĕ… Мĕнле тӳснĕ-ши çак тамăка мĕскĕнсем? Константин Безруков фронтовик-вĕрентӳçĕ çурăмĕ çинчи суран йĕрĕсем куç умĕнчен каймаççĕ. Çурăм талккăшĕпех, пилĕкрен тытăнса хулпуççи таранах, шăтăклă-путăклă, йăлтăркка суран йĕрĕсем. Пирĕн ентешĕмĕр Николай Князькин та танк ăшĕнчен тухаймасăр çунса вилнĕ. Ун çинчен архиври сархайнă хут çинче çапла çырса хуни пур: «Не хоронен. Сгорел в танке в районе села Хотов Киевской области». Мĕнле нуша курса вилнĕ пирĕн паттăр ентеш! Шутлатăн та, çӳç вирелле тăрать. Эпир вара хăш-пĕр чух мунча лапки çинчен вĕрие тӳсеймесĕр анса таратпăр.
Шывăн та икĕпитлĕхĕ пур. Вăл кунĕн-çĕрĕн этемшĕн ĕçлет: хăватлă электричество парать. Шывсăр çын та, чĕрчун та, ӳсен-тăран та пурăнаймасть. Ирĕке тухсан вара чарусăр шыв этеме калама çук пысăк инкек кӳрет. Инçет Хĕвелтухăç, Краснодар енчи, Крым çиннисем мĕнле пысăк инкек тӳсрĕç, «Курск» шывай кимĕ çинчи матроссен пурнăçĕсем те вăхăтсăр татăлчĕç, Çĕпĕрти шыв электростанцийĕнчи инкекре миçе электрик вилчĕ?
Алăри пуртă çине пăхатăп та, вăл та икĕ питлĕ пулнине витĕр куратăп. Ăна вутра хĕртсе хытарнă, çĕçĕ пек çивĕч хăйранипе вăл янăраса тăрать. Маçтăр аллинче мĕнле кăна япала ăсталамасть вăл. 31 тăрăллă, шатрун башньăллă Преображенск, Покровск чиркĕвĕсене пĕр пăта çапмасăр çĕклесе лартнă хăй вăхăтĕнче. Пуртта платникăн чи кирлĕ инструменчĕ теме пулать.
Пурттăн биографинче усал ĕçсем те пайтах. Хаяр Иван патшан юнлă ĕçĕсенех аса илер. Аслă Новгородра, Мускавра пуç касакансен аллинчи пуртăсем халтан кайиччен ĕçленĕ. Çырмари юхан шыв пек юхнă çын юнĕ, куççулĕ. Миçе пин хĕрарăм упăшкасăр, ачасем ашшĕсĕр тăрса юлнă. Халăх çар пуçĕсем: П. Болотников, С. Разин, Е. Пугачёв та пуртă айĕнче вилнĕ. Пĕрремĕш Петĕр патша хушнипе стрелецсен пуçĕсене те çивĕч пуртă каса-каса ывăтнă.
Çапла, эпĕ асăннă шыв тата вут-çулăм, этем ăсталанă пуртă та хăш-пĕр чух этемĕн тăшманĕсем пулса тăма пултараççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.
 
: 773, Хаçат: 46 (1242), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: