Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Килти ĕçсене майлаштарсан кăшт канам-ха тесе телевизора ятăм та çемçе пукан çине кĕрсе лартăм. Каллех реклама, йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. «Перепелиные яйца, перепелиные яйца», - тет передачăна ертсе пыраканĕ. Перепелиный мĕн тути каланине пĕлместĕп, кăркка çăмартине çисе курнă вара. Эпĕ ача чухне асанне мана ялан хăйпе пĕрле илсе çӳретчĕ. Пĕрре мана вăл «Чĕлĕм» кукамай патне илсе кайрĕ (вăл чĕлĕм туртатчĕ). Вĕсем калаçса ларнă вăхăтра эпĕ кирлĕ мар татăксемпе айланаттăм. Кукамай мана:
- Çиччас, пепкем, кăркка çăмарти çитереп сана, - тет.
Чăхă çăмарти çинĕ-ха, килте те пур, кăрккан мĕнлерех-ши? Тӳсейми кĕтетĕп. Тепĕр самантран сĕтел çинче чашкăпа темĕн пăсланса ларнине куртăм. Мана та çиме лартрĕç. Çăмартине курман-ха.
- Акă, хĕрĕм, чи тутлине сана çитеретĕп, - терĕ те кукамай ман ума хуппипе пĕçернĕ çĕр улми илсе хучĕ. - Астуса çи, пĕçерет вăл.
Кайран тин ăнлантăм «кăркка çăмарти» тесе хуппипе пĕçернĕ çĕр улмие каланине. Шухăша кайса ларнă вăхăтра:
- Зоя, эсĕ паян районта пасар пулнине манса кайман-и? - илтĕнчĕ кӳршĕ Улька сасси. - Ĕнерхи пенсие вырттармалла мар, укçана ĕçлеттермелле теççĕ вĕт. Автобус çӳренĕ чух кайса килер!
Улькаран пăрăнаймассине чухлатăп-ха, куршанак пекех вăл. Тем илмеллих çук та – кайсан укçа тустармалли тупăнать.
Чылаях çӳрерĕмĕр. Улька икĕ сумка япала илсе тултарчĕ. Эпĕ те туянкаларăм. Автобус станцине аран сĕтĕрĕнсе çитрĕмĕр, веçех ывăнтарчĕ. Автобус каясси тата сехете яхăн-ха. Кĕтмелĕх пур. Пушă вырăн шыраса ун-кун пăхкаларăм. Ав пĕр хĕрарăм, такам валли вырăн йышăнса-и, çумĕнчи вырăн çине сумкине лартса хунă. Чăтаймарăм (кам ик вырăнпа ларать, кама пĕрре те çук) пырса:
- Тăванăм, ывăнтăм, сумкуна ил-ха, ларам, - тетĕп.
- Тăванăм, тăванăм, - мăкăртатрĕ вăл. - Ăçтан сан тăвану пулам эпĕ, сана нихçан та курман, палламастăп та.
Вырнаçса ларнă хыççăн ку хĕрарăма парăнма шутламарăм.
- Тăванăм тени – эй, тенинчен лайăхрах ĕнтĕ, - тетĕп. - Йытăпа йытă та харкашса паллашаççĕ теççĕ. Эпĕ Зоя, çĕньялсем. Автобус кĕтетĕп. Эсĕ ăçта каятăн?
Хĕрарăм чĕнмерĕ. Вăхăт-вăхăт ăшне тытса, авăнса илет вăл.
- Сан мĕн те пулин ыратать-им? Ахлататăн.
- Хырăм ыратать.
- «Мезим» ĕç.
- Мĕн çимелле?! Паян иртенпе çăвара пĕр тĕпренчĕк те хуман.
- Мĕн çирĕн теместĕп. «Мезим» ĕç тетĕп. Им-çам вăл. Таблетка. Ыратнине хăвăрт ирттерет.
- Çук çав вăл ман.
- Ав аптека, кай та ил.
- Пĕр таблетка ĕçессишĕн чылай пачка илмелле-и? Ун пек йĕмсĕр тăрса юлăн. Иртĕ-ха хăех.
Вăт хыт кукар. Хĕл кунĕнче пĕр катăк пăр та парас çук. Пирĕн калаçăва хирĕç ларакан хĕр илтсе сумкинчен пĕр таблетка кăларса пачĕ ăна. Тав тăва та пĕлмерĕ хайхискер, шывсăр-мĕнсĕрех хыпса çăтрĕ им-çама. Урăх чĕнмерĕм, çилĕпе тем каласа пĕтересрен хăрарăм.
Сасартăк ман кĕсьери карас телефонĕ шăнкăртатса кайрĕ.
- Алло, алло! Слива тетĕн-и? Пирĕн слива çук çав, торн çеç. Çулла мăнуксем килеççĕ, чарман, чĕрĕллех çиеççĕ. Сутмалăх çук. Юлнисене сахăрпа пăтратса лартатăп.
- Мĕн сливипе аташатăн эсĕ? Вăл хамăрăн та пур. Эпĕ слив пирки калаçатăп. Пӳртрен юхса тухакан шыв шăтăкне тасатас пирки ыйтса пĕлесшĕн. Эсир мĕнле тасататăр? Ĕлĕк упăшкам пуçлăхра ĕçленĕ чух шухăш та çукчĕ. Машина килетчĕ те шлангпа çăттарса каятчĕ. Халь пенсионерсем çине çаврăнса та пăхмаççĕ. Сирĕн пата машина килсен пирĕн пата та илсе кил-ха.
- Пирĕн слив çук çав. Таса мар шыва витрене ярса пыратпăр та тухса тăкатпăр. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Шухăш та çук. Хĕвел типĕтет. Эй, анчах. Çукки те лайăх иккен. Тасатмалла-и, çук-и – пуçа ватмалла мар.
Нина ку. Ĕлĕкхи кӳршĕ. Упăшки начальник чух пире палламан та. Патша çуран çӳрекен вырăна та машинапа каятчĕç. Хăй ĕçе каясси пирки шутламан та пуль. Крыльци çине тухатчĕ те чĕнтĕр çыхса ларатчĕ. «Каятра, килетре?» - тетчĕ. Ах, ăмсанаттăм вара ăна. Халь ман ывăлăм фермер. «Кусем çумне çыпçăнам-ха», - терĕ пуль. Çапла çав, пĕр çул карăш мăнтăр, пĕр çул путене теççĕ.
Вокзалта пĕр-ик сехет ларсан темĕн те илтетĕн, темĕн те куратăн иккен... Кулăшлисем пулсан аван вара. Канатăн. Ман хыçри сакă çинче икĕ хĕрарăм кула-кула калаçать. Эпĕ те хăлхана чанк! тăратрăм.
- Ай, Лисук, ĕмĕрĕм ĕçкĕпе тарăхсах иртет. Хĕр чух атте ĕçетчĕ, халь – упăшка. Пĕр кашкăр çăварĕнчен хăтăлса тепĕр кашкăр çăварне çаклантăм. Юрать, шавламасть. Ĕçкĕçсене шуйттанĕсем те пулăшаççĕ пуль. Итле-ха, йĕр те, кул та. Пĕррехинче картишне шăлса тасатрăм та – çӳпне урапа çине тиетĕп. Петюкпа юлташĕ пусма картлашки çинче лараççĕ. Мухмăр чĕртмеллине ăçтан тупмалла-ши тесе пуç ватаççĕ пуль – вĕсен выльăхне пăхнă, ачи-пăчине тумлантарнă, çитернĕ, шкула ăсатнă. Сарай умĕнче кушаксем ахăраççĕ. Петюк яра пачĕ ывăлăн пушмакĕпе кушаксене. Лешсем кĕреçе-сенĕк таянтарса хунă еннелле вĕçтерчĕç. Пушмак та вĕсем хыççăн. Ывăлăм шкула кайма тухрĕ. Пушмакĕ çук. Хăрах пушмакпа шкула каяймастăн вĕт. Петюк ирĕксĕрех пушмак илме сулланчĕ. Вăт телей! Пушмак шăпах эпĕ пытарса лартнă сăмакун бидонне пырса çапăннă. Mĕн тăвăн? Çапăçсан та усси çук. Ярса патăм вара. Хăй ахăлтатса кулать.
- Пирĕн пек ĕçекенсене шуйттансем те пулăшаççĕ пуль, - тет.
- Ун пекки манăн та пулнă. Федя час-час ĕçмест, пĕр вĕçерĕнсен вара – нумая тăсăлать. Хăшĕ ĕçсен çиет, ку вара çиессине аса та илмест. Ырханланса, тăсăлса каять, шел хăйне.
Пĕррехинче мухмăртан уçăлса пырать ĕнтĕ упăшкам, виçĕ литрлă банка тытрăм та пахчари хурлăхан айне кайса лартрăм. «Кунта тухса пăхмасть-ха», - тетĕп. Ĕçе кайрăм. Упăшкам, ĕçкĕпе касăннăскер, аппетита чĕрĕ çимĕçпе уçам-ха тесе хурлăхан çиме шутланă. Пĕшкĕнсе ларать кăна – банкăна курах каять. «Турă пур иккен тĕнчере, мана та шеллет, хăех çул кăтартса килчĕ», - тет. Нумаях ĕçместчĕ, уçăлса пыраканскер ниçта та тухса кайманччĕ. Атту пулсан банкине мар, хăйне те тупаймастăн.
- Пĕлетĕр-и, йăмăксем, - терĕ вĕсене хирĕç ларакан арçын, - вăхăтĕнче хам та ĕçкĕпе айкашнă çав. Арăм ик ачапа çын патĕнче выртса çӳретчĕ, эпĕ килте çемçе вырăн çинче салтăнмасăрах рехетленсе выртнă. Ĕçмелли умра. Памасан – хĕнетĕп. Арăма çеç мар, аннене те леккелетчĕ. Эх, ухмах! Анне хамăра пурнăç панă, анне пĕрре çеç вĕт. Çавна та ăнланман. Акă 22 çул ытла ĕçместĕп. Кил-çурта çĕнетрĕм, çăмăл машина туянтăм. Шутлатăп та, пĕр машиналăх ĕçсе янă ĕнтĕ эпĕ. Хамăрăн пуç шухăшла пĕлмесен шуйттан та, Турă та патшалăх шайĕнче кăларнă саккун та пулăшаймаççĕ. Пăрахас тесен ирĕк вăйĕ çеç кирлĕ.
- Пичче, сирĕн кулăшла ĕçсем пулнă-и вара? - терĕ пĕр хĕрарăмĕ. - Каласа парăр-ха.
- Пулнă. Пулнă, паллах, халь вĕсене аса та илес килмест. Пĕр кĕркунне час шăнтрĕ. Юр та час ларчĕ. Эпĕ ĕретсем хыççăн ниçтан та урăлаймастăп. Халтан кайрăм, шăнтать, чĕтретет. Куçкĕскирен пăхатăп та хама хам паллаймастăп. Ман çине шăртланнă, шыçăннă пит-куçлă, тăрмаланчăк çӳçлĕ киревсĕр арçын пăхать. Пăхма хăрушă! Эпĕ вĕт ку, эпĕ, çурт пуçĕ, ачасен ашшĕ. Намăс мана. Арăм шеллет. Тултан ăшă сăмакун илсе кĕрсе парать. Тулта сивĕ, пӳртре ăшăтмасть, ăçта пур-ха ăшă эрех? Пуç та ĕçлет, мĕн кăна шутласа кăлармасть. Тăхăнтăм та аслăк хыçне тухрăм. Урăлса пыратăп вĕт, хуçалăха тĕрĕслесе тухас тетĕп. Ак тамаша, шурă юрпа витĕннĕ навус купи çинче хура шăтăка курах кайрăм. Алла чиксе ятăм та – бидон! Вăт телей! Вăт пурнăç. Икĕ çур литрлă банка илсе тухрăм. Пĕринче шыв. Пушă банкипе сăмакунне ăсса илтĕм те – шыв ятăм. Арăм те сисрĕ, те сисмерĕ – нимĕн те шарламарĕ. Тата икĕ çул нушалантартăм çемьене. Халь пурте йĕркеллĕ. Çемьере тăнăçлăх анчах ĕçкĕ хăй йĕрне хăварчĕ, арăм чирпе аптăрать. Кунта манăн айăп та пур. Чавса çывăх та çыртма çук. Ачамсем, пĕр-пĕрне упрăр. Пурнăç иккĕ килмест.
Çав вăхăтра пирĕн яла каякан автобус çитсе чарăнчĕ. Шел, тем тума кăшт каярах килмерĕ? Эпĕ те упăшкана мĕнле ăса вĕрентни çинчен каласа парасшăнччĕ. Аван пулчĕ-ха Улька килтен илсе тухни: çынсене куртăмăр, хамăра кăтартрăмăр, мĕн чухлĕ сăмах-юмах итлерĕмĕр.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 722, Хаçат: 46 (1242), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: