Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван чĕлхем, сана саватăп,
Чи илемли эс тĕнчере.
Пин çухрăмри Канашăма та
Сан хевтӳпе туять чĕре.
 
Ăçта кăна илсе тухмарĕ
Шăпам пас тытнă пуçăма.
Мĕнле чĕлхе-тĕр лăпкамарĕ
Кăмăлăма та хăлхама?
 
Анчах сана пĕрех манмастăп:
Эс – чĕрĕ вăй, эс ман тĕрек.
Çил авăсса пыран çунатăм,
Кил умĕнчи лаштра тирек.
 
Пин сасă хушшинче эс маншăн —
Чи çепĕççи те чи ырри,
Санра пурнать атте канашĕ,
Анне юрлан сăпка юрри.
 
Ача чухнех эп тухса кайнă
Ял-йыш, пускил ытамĕнчен.
Чĕлхеçĕм, тăванран тăванăм,
Çавах эс чунăн варринче.
 
Çынпа пуплев тупан уртмахăм
Çитерчĕ Киев хулине.
Асран тухми тăван сăмахăм
Сапса тăрать хăй хĕлхемне.
 
: 819, Хаçат: 46 (1242), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: