Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнчи пĕчĕк залра чăваш ачисен «Путене» конкурсĕ пулать. Унта 3-10 çулхи юрлама-ташлама ăста ачасем хутшăнаççĕ. 12 сехетре пуçланать. Сире унта хутшăнма чĕнетпĕр!
Хапăл туса кĕтетпĕр!
 
Кĕр сăрине килĕр!
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Ульяновскри Анат Террасăра Ленинградская урамĕнче (4/9-мĕш çурт) вырнаçнă Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче Чăваш культура кунĕ иртет.
Куракансем умĕнче Аслă Нагаткинти «Шанăç», Шупашкартан килнĕ «Çавал» ушкăнсем пултарулăхне кăтартаççĕ.
Сăра тăвакансен конкурсĕ пулать, чăваш наци çимине тутанса пăхма май пур.
Чăваш ӳкерӳçисен картинисене курма тăратаççĕ, видеодисксем, чăваш кĕнекисене туянма пулать.
17 сехетре пуçланать. Тӳлевсĕр кĕртеççĕ.
 
: 545, Хаçат: 46 (1242), Категори: Пĕлтерӳ

Комментарисем:

Nona (2016-06-30 10:56:21):
Emilie dit /, «/ /Lee Dong-hae cousin (m&ure)anbsp/&baqyo/ Hahaha~ </3Thank you for the wonderful pictures and memories !! Merci beaucoup ,)I can&rsquo/t wait to visit Korea with you ! ^^

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: