Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Шăл сиплемелли кресла çине кĕркуннехи тискер çанталăка аса илтерекен çулсенчи хĕрарăм вырнаçса ларчĕ. Ыратмалла мар тăвакан укол тунă хыççăн:
- Хама начар туйма пуçларăм… Шыв парăр-ха… - терĕ хайхискер.
Аллине шыв янă стакан тыттарса ĕçме сĕнтĕм. Çăварĕ патне йĕрĕнчĕклĕн илсе пычĕ те пĕр çăвар сыпнă-сыпманах:
- Эсир мана мĕншĕн хĕрри катăлса пĕтнĕ стаканпа шыв патăр?! Тута-çăвара кастарасшăн-им?! – кăшкăрса ячĕ хĕрарăм кресла çинчен сиксе тăрса.
Нимĕн калама аптăраса, хама-хам шанмасăр, стакан хĕррине пӳрнесемпе хыпашларăм. Катăлман. Мĕн пулса тухнине тавçăрса илсен:
- Сирĕн çӳлти тутăр укол тунă хыççăн тĕлĕ-тĕлĕпе сисми пулнă. Çавăнпа стакан хĕрри катăлнă пек туйăнать. Ĕçĕр, ан хăрăр, - тесе лăплантарма тытăнтăм.
Хĕрарăм кресла çине ларчĕ те шăлне сиплесе пĕтериччен сăмах та чĕнмерĕ. Тухса кайнă чухне те сывпуллашмарĕ.
Çапла, темĕнле мыскара та пулать пирĕн ĕçре!
 
: 694, Хаçат: 46 (1242), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: