Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи вырмара акнă мĕнпур тыр-пулăн 99,3 процентне 458,3 пин гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – гектартан 21,1 центнер.
-Кăçалхи çанталăка илсен ку лайăх кăтарту, - хак панă ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. - Тĕш-тырă культурисен тухăçлăхĕпе Атăлçи федераллă округра эпир тăваттăмĕш вырăн йышăнатпăр.
Вырман пĕтĕмлетĕвĕпе облаçра Мелекесс районĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, 210,4 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Çаплах Чартаклă районĕ 107,4 пин тонна тырă пӳлмене хунă. Вĕсем гектартан 28,8 центнер илнĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче техника культурисене пуçтараççĕ: хĕвел çаврăнăша 141,5 пин гектар, 200 пин тонна пуçтарнă. Вăтам тухăç – гектартан 14,1 центнер. Мелекесс тата Тереньга районĕсенчи тухăç - 19 центнер.
Сахăр чĕкĕнтĕрне 12,3 пин гектар, 428,5 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ, гектартан 347,2 центнер илнĕ.
Облаçри ял хуçалăхĕсем 1300 гектар çинчен 22,3 пин тонна пахча çимĕç пуçтарнă, гектартан 172 центнер илнĕ. Пысăк тухăç Вешкайма, Карсун, Инза районĕсем кăтартнă. Паяна 1584 гектар çинче 17 пин тонна çĕр улми кăларнă. Чартаклă районĕнче гектартан 180 центнер тухăç илнĕ.
Кĕрхи культурăсене 220,5 пин гектар акса хăварнă: тулă -174,6, ыраш - 45,6. Çаплах çу уçламалли рыжик культурăна 18,7 пин гектар акнă.
Пĕлме: 2013 çулта облаçра 1 миллион та 13 пин те 4 гектар çинче тĕрлĕ культурăсем акнă.
Кĕпĕрнаттăр амăшсене саламланă
Амăшĕн кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск область хĕрарăмĕсене наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче чăвашсем те пур. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра пурăнакан çичĕ ача амăшĕ Вера Васильевна Долгова, тĕслĕхрен, пĕрремĕш степеньлĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
Регион пуçлăхĕ çав кун «Питĕ лайăх çемьесен пурнăçĕ» çĕнĕ юхăм пуçланса кайни пирки пĕлтернĕ. Ун тĕллевĕ çемьен паха енĕсене çын хушшине кăларасси пулĕ.
Уява нумай ачаллă кил-йыш, студентсен çемйисем, «Раççей кунĕнче патриот çурат» юхăма хутшăннисем, облаçри ашшĕсен тата хĕрарăмсен канашĕсен членĕсем, халăхăн социаллă хӳтĕлев тытăмĕсен ĕçченĕсем хутшăннă. «Губернаторский» Культура керменĕнче вĕсем валли тематика лапамĕсем, куравсем, кану программисем ĕçленĕ, концерт пулнă.
Аса илтеретпĕр: регионта Аннемĕр кунне халалланă 1000 яхăн мероприяти иртнĕ.
Вĕрентӳçĕсем ăмăртнă
Чӳкĕн 11-15-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче «Сердце отдаю детям-2013» ятпа Раççейре хушма пĕлӳ паракан патшалăх тытăмĕ 95 çул тултарнине халалланă Пĕтĕм Раççей конкурсĕ иртнĕ.
Унта 43 регион аслă вожатăйсем, ӳнер шкулĕнче вĕрентекенĕсем, тренерĕсем хутшăннă. Ульяновск облаçĕнчи экологи центрĕнчен икĕ вĕрентӳçĕ кайнă. Конкурс тăватă тапхăртан тăнă.
Экологипе биологи номинацинче Владимир Ермилов иккĕмĕш вырăн, социаллă педагогика номинацинче Сергей Андреев виççĕмĕш вырăн йышăннă.
 
: 1002, Хаçат: 47 (1243), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: