Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анат Террасăри Майăн 1-мĕш ячĕллĕ Культура керменĕнче Кĕр сăри уявĕ тăваттăмĕш хут кĕрлесе иртрĕ. Уява йĕркелекенсем – Ульяновск хули администраци çумĕнчи культура уйрăмĕ, Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ тата «Народный фронт «За Россию» организацийĕн регионти уйрăмĕ.
Кĕр сăри уявĕ Культура керменĕн фойинче тытăнчĕ. Облаçăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ чăвашла тăхăннă ентешсем кăпăклă сăра вĕретсе, хур-кăвакал, шăрттан, кукăль-пӳремеч, хуплу таврашĕ пĕçерсе пынă. Уява килекенсене кашни хăй тунă сăрипе, тутлă апат-çимĕçпе сăйлама тăрăшрĕ. Фойен тепĕр енче вырăнти юрă ташă ушкăнĕсем: – «Уйсас» (ертӳçи А.Синдюкова, Аслă Нагаткин), «Савăнăç» (ертӳçи И.Иванюкова, Димитровград хули) тата Карсунтан килнĕ дуэт хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Галина Елисеева художник тăмран ăсталанă кӳлеписен, Ялавăр пики Наталья Новоселец хăй çĕленĕ чăваш кĕписен куравне йĕркеленĕ.
Сăра тата апат çимĕç пахалăхне жюри тутанса пăхса икĕ номинаципе хакларĕ: «Чи тутлă сăра» тата «Чи техĕмлĕ апат-çимĕç».
Сăра тăвассипе пĕрремĕш вырăна Силиса Мустаева çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăна – «Эревет» юрă ушкăнĕ (ертӳçи С. Толстов), виççĕмĕшне – Лариса Николаева. Пурне те мультиварка парнелерĕç. «Савăнăç» ушкăн хĕрĕсемпе Димитровградран килнĕ Лидия Архипова, Галина Пырченкова, Ишевкерен килнĕ Галина Галкина та парнесемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
«Чи техĕмлĕ апат» номинацире пĕрремĕш вырăна «Эревет» ушкăн хĕрĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшне – Аслă Нагаткинран килнĕ Елена Лянкинан туслă çемйи (вăл хĕрачисемпе килнĕччĕ), виççĕмĕшне – «Уйсас» ушкăн юрăçисем.
Уяв программи залра тăсăлчĕ. Ăна Ирина Кашеева ертсе пычĕ. Малтанах сăмах Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Столяров илчĕ.
-Пирĕн асатте-асаннесем Кĕр сăри уявне питĕ чаплă ирттернĕ. Телее, ку ырă йăлана пирĕн тăрăхра манмаççĕ, - терĕ вăл пурне те уяв ячĕпе саламласа. Унтан вăл Кĕр сăрине ирттерме укçа-тенкĕ парса пулăшакансене, сăра вĕретсе, апат-çимĕç пĕçерсе килекенсене хула администраци ятĕнчен Тав хучĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Çаплах пухăннисене Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Олег Буланов, «Народный фронт «За Россию» организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕ Олег Мустаев, çак уйрăмăн правленин членĕ Рустам Садыков, Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин регионти пуçлăхĕ Николай Лазарев саламларĕç.
Унтан залра ларакансемпе лотерея вăййи ирттерчĕç. Пилĕк çын пылесос выляса илчĕ.
Уява малалла Шупашкартан килнĕ «Çавал» фольклорпа эстрада ушкăнĕ чаплă концерт кăтартрĕ. Ку концерта пухăннисем тӳлевсĕр курчĕç.
Вĕçĕнче çакна палăртса хăварас килет. Темшĕн пирĕн нумай уяв пушă залсенче, ячĕшĕн çеç иртет. Çулран-çул вăйлăланса, йăлана кĕрсе пыракан Кĕр сăри уявĕнче вара (зал лăк тулличчĕ) халăх чунтан савăнчĕ.
 
: 947, Хаçат: 47 (1243), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: