Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăх юратакан «Пусть говорят» телекăларăма Андрей Малахов ку хутĕнче Михаил Ефремов артист 50 çул тултарнине халалланă.
Михаил Ефремовăн ăру пуçĕ – чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне пуçарса яракан, чăваш азбукине никĕслекен аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.
Михаил Олеговича çывăх тăванĕсем, ултă ачи, юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç.
Пирĕншĕн – чăвашсемшĕн – передачăн тĕп тĕшши Чĕмпĕр чăвашĕсем саламлама пыни пулчĕ. «Пусть говорят» кăларăмăн редакцийĕ йыхравланипе Мускава облаçри Чăваш культура центрĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова тата ăста баянист Александр Чурбанов кайнă.
Студие вĕсем передача вĕçĕнче питĕ илемлĕ тухрĕç: чăваш тумĕпе, сăра чӳлмекĕпе тата «Чарочка моя» юрăпа. Курма пынисем вĕсене алă çупса кĕтсе илчĕç. Юрă янăранă вăхăтра Ираида Гаврилова юбиляра сăрапа сăйларĕ, чăваш кĕпи тăхăнтарса ячĕ. Чăвашсен парнине Андрей Малахов та тивĕçрĕ: ăна чăваш тĕрриллĕ жилет парнелерĕ. Ку кăна та мар, студири сарлака экран çинчен облаçри Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрăн ертӳçи Нурия Туркова салам сăмахĕсем каларĕ, Михаил Ефремовăн мăн-мăн кукашшĕ чăвашсен алфавитне йĕркелекен пулнине палăртрĕ. Ун хыççăн юбиляра Аслă Нагаткинри «Шанăç» халăх ансамблĕ чăваш юррипе саламларĕ.
Шел, чăвашсене питĕ сахал вăхăт уйăрчĕç. Иван Яковлевпа çыхăннă паллă вырăнсене кăштах та пулин кăтартса илнĕ пулсан аван пулĕччĕ.
 
: 923, Хаçат: 47 (1243), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: