Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновскри цемент кăларакан заводăн культура керменĕнче ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш анлă пухăвĕ иртнĕ. Ăна Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕ йĕркеленĕ.
Пухăва хулари çамрăк, нумай ачаллă, тĕслĕхлĕ, нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чĕннĕ. Пурте пĕрле çемьесене пырса тивекен социаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Правительство тăратнă ыйтусене облаçра пурнăçлаççĕ – демографи енчен те, культура енчен те. Кун пирки Ульяновск облаçĕнчи социаллă ыйтусемпе ĕçлекен кĕпĕрнаттăр советникĕ Ольга Желтова каласа пачĕ. Анчах татса паман ыйтусем те пирĕн чылай. Çуралас енĕпе кăтартусем аван пулин те ялсенчи шкулсем ачасем çитменнипе хупăнаççĕ.
Тухса калаçакансем хушшинче ашшĕ-амăшĕ те пулчĕ, вĕсем ачасене ӳстерес ĕçри яваплăхĕ пирки каласа пачĕç.
Калаçу вĕçленсен пухăннисене Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакан пултаруллă çынсем концерт кăтартса пачĕç, Селезнёвсен, Рейтерсен, Ким çемйисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Аньăпа Зоя Рейтер вырăсла «Горница» тата чăвашла «Тăванлăх юрри» шăрантарчĕç. Зоя Михайловнан хĕрĕ Аня ку концерта ятарласа Мускавран килнĕ. Вăл пуйăс çинчен тӳрех сцена çине тухнă. Ку вăл амăшне хисеплени, чыслани пулать. Вăл халăхшăн тăрăшать, хăйĕн пултарулăхне те кăтартать. Аня Ульяновскри музыка училищине вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Мускавра «ОРВИ» юрă ушкăнĕнче юрлать.
Иринăпа Валерия Ким, Светланăпа Екатерина Микка тăваттăшĕ юрлани те куракансен кăмăлне кайрĕ.
 
: 898, Хаçат: 47 (1243), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: