Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чӳкĕн 22-мĕшĕнче Ульяновск патшалăх университетĕнче облаçри журналистсен союзĕ 55 çул тултарнине халалланă уяв иртрĕ.
Ун умĕн ик сехет маларах Раççейри паллă публицист, Мускаври «Свобода» радио бюровĕн ертӳçи Леонид Велехов маçтăр-класс ирттернĕ. Фойере Раççей журналисчĕсен союзĕн регионти уйрăмĕпе, ун пуян историйĕпе паллаштаракан экспозици, фотокурав йĕркеленĕччĕ. Тĕплĕн ун ĕçĕ-хĕлĕ, умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем çинчен ертӳçи Олег Самарцев профессор каласа пачĕ. Ырă кăмăлтан çивĕч перо ăстисемпе тĕл пулса калаçма пухăннисем хушшинче çыравçă-сăвăçсем, ӳкерӳçĕсем, министрсем пурччĕ. Союзăн чи хастар членĕсене, ветерансене, облаçри журналистсене юбилей ячĕпе саламлама регион правительствин председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Анатолий Бакаев, регионти ытти творчество пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем те килсе çитнĕ. Чи пултаруллисене вĕсем Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсемпе паллисем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Концерт программин шăнăрĕ – регионти çамрăк юрăçсен пĕрремĕш «ШАНС» конкурс çĕнтерӳçисем пулчĕç. Вĕсен юррисем уява илем кӳчĕç.
Пĕлсе тăма: хальхи вăхăтра журналистсен обществăлла творчество организацийĕ 325 ытла перо ăстине, Ульяновск пичечĕн ветеранĕсене, вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсен редакторĕсене пĕрлештерет.
 
: 864, Хаçат: 47 (1243), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: