Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Геннадий Дмитриевич Тимошкин 1949-1953 çулсенче И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. 40 çул ытла вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хунă: математика, юрă, ĕç урокĕсене илсе пынă.
Вăл Каша ялĕнче çуралса паян та тĕп килĕнчех пурăнать. Нумаях пулмасть вĕрентӳçĕ ветеран 78 çул тултарнă.
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнисене эпир халĕ вăрçă ачисем тетпĕр. Ачалăхĕ вĕсен çав тери тертлĕ вăхăтра иртнĕ. Тимошкинсен алăкне те килсе шакканă вăрçăн вăрăм алли. Аслă вăрçă тухсан Геннадий Дмитриевичăн ашшĕ çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. Амăшĕ пилĕк ачипе тăрса юлать. Выçлăхпа, хĕллехи шартлама сивĕсенче çуртсене хутма çуккипе икĕ ачи çĕре кĕрет. Ашшĕ вăрçăран суранланса таврăнсан нумаях пурăнаймасть. 1949 çулта çемьене тăлăха хăварать.
-Эх, сивĕччĕ те ун чух хĕлсем! - аса илет учитель. – Ниçта та ăшăнаймастăмăр. Хутса ăшăнма вутă-шанкă çукчĕ. Астăватăп-ха, аслисем таçтан çапă касса килетчĕç те пилĕк килĕ пĕр çурта пухăнса кăмака хутса яратчĕç. Пӳртре пăс, тĕтĕм…Пас тытнă маччаран тумла юхатчĕ. Çапла ăшăнаттăмăр. Асаннене пăртак астăватăп. Вăл мана пĕрех хăйпе çавăтса çӳретчĕ. Анне вара нумай пурăнчĕ. 1904 çулта çуралнăскер 1987 çулта çĕре кĕчĕ».
Çамрăклăха таврăнсан Геннадий Дмитриевичăн пичĕ çуталчĕ. Калаçма çăмăлах мар пулин те (инсульт тӳссе ирттернĕ) вăл вĕреннĕ çулсене хаваспах аса илчĕ:
- Эпĕ ялта тăватă класс пĕтерсен Кунтикава вĕренме çӳрерĕм. Çичĕ класс хыççăн Чĕмпĕрти чăваш педучилищине кайса кĕтĕм. Общежитире пурăнаттăмăр. Аван пĕлӳ паратчĕç кунта, уйрăмах юрă урокĕсенче. Эпĕ çакăнта сĕрме купăс калама, юрлама вĕрентĕм. Каярахпа çак пĕлӳ питĕ кирлĕ пулчĕ. Каçхине вăййа тухсан та мана сĕрме купăс калаттаратчĕç. 1953 çулта Аслă Нагаткинран инçех мар вырнаçнă Солнце посёлокне ĕçлеме ячĕç. Эпĕ кил çывăхнерех килесшĕнччĕ, мĕншĕн тесен анне чирлĕччĕ. Çулталăкран салтака илсе кайрĕç. Беларусь çĕршывне лекрĕм. Виçĕ çул та виçĕ уйăх штабра писарь тивĕçне пурнăçлаттарчĕç. Илемлĕ çырнипе ĕнтĕ… Киле ефрейтор званипе таврăнтăм.
Таврăнсан Геннадий Дмитриевич вĕрентӳ ĕçнех кӳлĕнет. Ăна Анникаври вăтам шкула математика предметне вĕрентме яраççĕ. Çав вăхăтрах вăл аслă пĕлӳ илес ĕмĕтпе Чĕмпĕрти пединститута физикăпа математика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Вĕрентӳçĕ пĕрех кил çывăхнерех ĕçлеме яма ыйтать. Тепĕр вĕренӳ çулĕнче ăна Пилюгинри сакăр класлă шкула куçараççĕ. Каллех унăн куллен вăрăм çула кĕскетме тивет. Амăшне куллен тимлĕх кирлĕ-çке…1959 çулта тинех вăл çывăхарах – Кунтикав шкулне ĕçлеме куçать. Кунта математика, юрă урокĕсене илсе пырать. Шартлама сивĕ-и, çурхи шыв-шур-и, кĕркуннепе чĕркуççи таран пылчăк-и – ултă çул вăл пĕр сукмакпа утать. Пĕр вăхăтрах çав ялтан В.Т. Власова (математика вĕрентекенĕ) Кунтикавран Каша шкулне çӳренĕ пулнă. «Мĕн нушаланатпăр-ха куллен вуншар çухрăм çӳресе… Атьăр вырăнсемпе ылмашатпăр», - сĕннĕ вăл Роза Тимофеевнана. Районти вĕрентӳ уйрăмĕнче вĕсен ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Тинех Геннадий Дмитриевич Каша шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл кашасене вĕрентнĕ. Малалла та ĕçлеме пултарнă вĕрентӳçĕ. Анчах вăл вăхăтра тивĕçлĕ канăва кайсан пĕр кун та ĕçлеме ирĕк паман, çамрăк вĕрентекенсем сехетсемшĕн «çапăçни» те юлас кăмăлне сирнĕ. Утмăлти арçын епле килте ларайтăр-ха? Пирĕн ентеш «Волна» колхозра (ун чух чăвашсен уйрăм хуçалăх пулнă) заправщикра ĕçлеме тытăнать.
Геннадий Дмитриевич тата Надежда Захаровна пилĕк ача çуратса ӳстереççĕ. Çурт лартаççĕ. Çемье пуçĕ платник ĕçне аван пĕлнĕ. Пурнăç урапи майĕпен малаллах шунă. Ăнсăртран мăшăрĕ хăйне начар туйма тытăнать. Хăрушă чир часах ăна ураран ӳкерет. Вырăнпа выртнă хыççăн вăл çĕре кĕрет. Хуйхă пĕччен çӳремест теççĕ çав... Тепĕр пилĕк кунран салтакран таврăннă ывăлĕ сарăмсăр вилсе каять. Пĕр эрнере икĕ виле…Унччен вĕрентӳçĕ хăй те йывăр операци тӳссе иртнĕ пулнă. Икĕ инкек пĕр харăс килни ентешĕмĕрĕн сывлăхне тата хавшатать.
Виçĕ çул каялла Геннадий Дмитриевич инсульт тӳссе ирттерет. Хăрах урипе алли суранланса юлаççĕ. Телее, вăл тухса çӳреме пултарать-ха. Иккĕмĕш ывăлĕпе Валерăпа кинĕ ашшĕне лайăх пăхаççĕ. Валера МЧС тытăмĕнче, кинĕ ялти клуб заведующийĕнче вăй хураççĕ. 18 мăнук тата 1 кĕçĕн мăнукĕ те килсе йăпаткалаççĕ.
Геннадий Дмитриевич хăй вăхăтне халĕ ытларах диван çинче ирттерет. Умри сĕтел çинче – хаçат-журнал. Нумай вулать, нумай пĕлет учитель. Çавăнпа паянхи лару-тăрупа кăмăллах мар, уйрăмах çамрăксем этеплĕх тĕлĕшĕнчен «анса ларнипе».
-Телевизора манăн «хускатас» та килмест,- тет вăл. — Мĕнпур каналпа ĕçме, туртма, мăшкăллама, вăрлама, çын вĕлерме вĕрентеççĕ. Хăйсем туртнин, ĕçнин сиенĕ пирки калаçаççĕ…Йĕрке çук. Куллен çак йĕркесĕрлĕхе курса ӳсекен ăру ăçтан мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пултăр-ха? Пирĕн вăхăтра ун пекки пулман. Пĕлместĕп, мĕн патне илсе çитерет çакă?
Çапла, совет саманинче этеплĕх нормисене пăхăнса ӳснисене Европăран килнĕ нормăсемпе килĕшме питех те йывăр. Тен, килĕшме кирлех те мар. Геннадий Дмитриевич та, çирĕп хурçăран шăраннăскер, хăйĕн этеплĕх хаклăхĕсене улăштарма шутламасть.
Вăл И.Я. Яковлев шкулĕнче туптаннă çке…
Чăнлă районĕ.
 
: 965, Хаçат: 39 (1131), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: