Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ай, юрлар-и юррине çамрăк чун юрланă чух! Ай, ташлар-и ташшине куракан ал çупнă чух!
 
«Губернаторский» культура керменĕнче область шайĕнчи ача-пăча пултарулăхĕн черетлĕ фестиваль-конкурсĕ – «Путене-2013» – иртрĕ. Регионти шкулсенчен, ача пахчисенчен килсе çитнĕ юрă-ташă ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсемпе ташăçăсем ачалăх уявĕнче пултарулăх ăмăртăвне хутшăнчĕç.
 
Облаçри Чăваш культура центрĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи ачалăх уявĕ иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм артистсем ытларах Ульяновскпа Димитровградран мар, районсенчен пулнипе уйрăлса тăрать. Ытти çулсенче конкурса хутшăнакансене наци тумĕпе культура центрĕ тивĕçтерме тăрăшнă пулсан хальхинче шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕ чăвашла тумлантарнă. Тепĕр уйрăмлăх – фестиваль-конкурса центр ертӳçи Ираида Васильевна хăй ертсе пычĕ.
Фестиваль-конкурс çулне пил пама Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Владимир Сваев, вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева, Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр директорĕ Нурия Туркова сăмах илчĕç.
Ăмăрту 3-7 çулти артистсенчен пуçланчĕ. Пĕрремĕш вырăнсене Вешкайма районĕнчи Каркел шкулĕн юрăçи Марина Каюнко («Аннене анне тееççĕ») тата Димитровградри «Сказочка» ача пахчинчи ташă ушкăнĕ («Мастер-гончар и его кукла») çĕнсе илчĕç. 2-3-мĕш вырăнсене Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕн юрăçи Виктория Адамова («Юр пĕрчи») тата Ульяновскри «Рябинушка» ача сачĕн «Маленькие звёздочки» юрă ушкăнĕ («Асамат кĕперĕ») тивĕçрĕç.
8-10 çулти артистсен хушшинче ăмăртакансем нумайрах пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнсене Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕн ташă ушкăнĕ («Атьăр пĕрле пулар-и?»), Ульяновскри «Огонёк» ташă ушкăнĕн ташăçи Елизавета Генералова («Пилеш»), Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин шкулĕн юрăçи Кристина Никитина («Хитре хĕрача») çĕнсе илчĕç. Ульяновскри 55-мĕш шкулăн «Нарспи» юрă ушкăнĕ («Пилеш кайăкĕсем»), Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш шкулăн ташăçисем – Юлия Тунгусова тата Ангелина Пономарёва 2-мĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнпа Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕн ташăçи Анастасия Мигукова чăвашла ташласа, Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕн юрăçи Кирилл Адамов («Çар салтакĕ ман атте»), Чартăклă районĕнчи Калмаюр шкулĕн юрăçи Айгель Ахсянова («Анне») палăрчĕç. Куракансен ятарлă призне Ульяновск районĕнчи Симĕс Раща шкулĕн юрăçи Анна Портнова («Хамăр ялта») тивĕçрĕ.
Жюрири хак паракансене (В.Сваев, А.Дмитриев, Ф.Улендеева, В.Архипова, А.Мордовкин, В.Тарават) мала тухакансене палăртма çăмăл пулмарĕ. Конкурса тăратнă кашни юрă-ташă куракансем патне илсе çитерекен хăй евĕрлĕхĕпе, пултарулăхĕпе уйрăлса тăчĕ. Вĕсене хатĕрлекенсем чăннипех та тар тăкни куçкĕрет.
Юрă-ташă ăмăртăвне йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсем те (Дмитрий Кузьмин, Артём Фёдоров, Михаил Аляпкин, Анатолий Кочков) тав сăмахне тивĕç. Пĕр артист та парнесĕр, тав сăмахĕсĕр юлмарĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсем парса чысларĕç.
 
: 686, Хаçат: 47 (1243), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: