Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Светлана Ширтанова Чăнлă районĕнчи Пухтел вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет.
Кĕнеке вулама юратать. Пуринчен ытла физикăпа алгебра урокĕсене кăмăллать хĕр. Çак предметсемпе тĕрлĕ ăмăртусене, ăс-хакăл викторинисене хутшăнать. «5» паллăсемпе вĕренет. Чăваш чĕлхипе литературине ытараймасть, пĕр йăнăшсăр çырать. «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурс-фестивальсе не пĕрре мар хутшăннă, халăха сăвă вуласа килентернĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Нина Кушты мухтаса пĕтереймест тăрăшуллă вĕренекенне.
Светлана ăс пухакан класс шкулта чи пысăкки шутланать. Шучĕпе вун пилĕк ача. Ун ертӳçи — Елена Винокурова. «Елена Владимировна акăлчан чĕлхине вĕрентет. Пире пур енĕпе те пулăшать вăл, класс тулашĕнче ирттермелли темле мероприяти те шутласа кăларать,-терĕ пултаруллă хĕр. - Класс туслă, пуçаруллă пулнинче те юратнă класс ертӳçин тӳпи пур. Пире пĕр чăмăра пухрĕ вĕрентӳçĕ. Яланах ырă канашпа хавхалантарать, пирĕн ĕçсемпе, кăмăл-туйăмпа, çитĕнӳсемпе кăсăкланать».
Светлана Ширтанова стена хаçачĕсем кăларнă çĕрте чи маттурри. Пысăк ăсталăхпа ӳкерчĕксем тăвать, сас паллисене тирпейлĕн касса кăларать, темĕн те пĕр шутласа тупать. Сăн ӳкерчĕкĕсем хăйнеевĕр ун. «Фотоаппаратпа "сунара" тухасси маншăн – чăн-чăн киленĕç, - тет вăл. - Паян телефон, планшет çине те ӳкерме пулать. Тӳрех компьютер çине çырса чи чаплисене, хăйнеевĕрлисене, аваннисене суйласа илетпĕр. Майсем пысăк. XXI ĕмĕрте пурăнатпăр – вĕрен, пултар, ан ӳркен çеç!»
Светлана Ширтанова Татьяна Мультюкова ертсе пыракан вырсарни шкулне çӳрет. Татьяна Юрьевна ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кашни ачан пултарулăхне тимлет вăл, Турă саккунĕсене чухлама вĕрентет. Светлана тĕрлет те. Каçсерен килте шурă пир çине турăш тĕрлет.
Шкул хыççăн ăçта вĕренме каяссине те чухлать Пухтел чиперкки – тухтăр пулма ĕмĕтленет. Килти виçĕ хĕртен вăтамми пулнăран çемьери ырă йăла-йĕркене аслисем хыççăн ăса хывса пырать. «Ман тăвансенчен ытларахăшĕ (Наташа тата Света аккасем, Лидя инке тата ыттисем) тухтăр пулса ĕçлет, эпĕ çак ырă йăлана малалла тăсасшăн,-терĕ Светлана. – Шкулта аван вĕренсен ман ĕмĕтсем пурнăçланас шанчăк пысăккине пĕлетĕп, çавăнпа та чунтанах тăрăшатăп. Тăван шкулти пурнăç мана питĕ килĕшет. Юлташсем те кунта пит хаваслă, хастар та мал утăмлă, вĕрентекенсем те чи-чи лайăххисем, Елена Владимировна пек ырă та тӳрĕ кăмăллă класс ертӳçи вара ниçта та çук».
 
: 856, Хаçат: 47 (1243), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: