Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Пухтелĕнчи фермер хуçалăхĕн ертӳçи, Улхаш ял тăрăхĕн депутачĕ Н.И.Салюкин ырă ĕç пуçарнă. Вăл яла тирпей-илем кĕртме шутланă. Малтанлăха вăл çынсене ял хĕрринчи кивĕ парка тасатма илсе тухнă.
-Тăван яла тирпейлес, йăваланса выртакан çӳп-çапа тасатас шухăш тахçанах канăç памастчĕ мана. Хальхинче ĕçне пуçлама шутларăм. Икĕ кун каялла шкулта Анне кунне уявларăмăр. Унта эпĕ ял-йыша вырсарникунсенче нимене тухма чĕнтĕм. Паян акă Тимĕрçене каякан çул хĕрринче (кунта малтан пульница пулнă) ĕçе пуçăнтăмăр. Хамăр юхăмăн ятне те шутласа тупрăмăр: «Эпир пулмасан – кам? Кунта эпир парк тăвасшăн. Йывăçсем хушшине кĕрсе тухма май çукчĕ, мĕн кăна йăваланса выртмастчĕ кунта! Çынсем кил хуçалăхĕсенчи çӳп-çапа та кунта килсе тăккалатчĕç. Эпир ăна трактор прицепĕ çине тиесе ятарлă вырăна — свалкăна — ăсатрăмăр. Икĕ прицеп леçрĕмĕр, татах юлчĕ-ха. Тракторпа ывăлăм — Павел — çӳрерĕ. Мăшăрăм Вера, тепĕр ывăл — Герман та пулăшма килчĕç. Ольгăпа Николай Мускинсем, Нина Кушты, Артём Ширтанов, Анна Козлова, Михаил Козлов нимере тăрăшулăх кăтартрĕç. Вĕсене тав сăмахĕсем калас килет.
Кунти çĕре малашне дискпа сухаласа, тикĕслесе курăк акасшăн, футбол тата волейбол площадкисем тăвасшăн. Малашне унта тĕрлĕ уявсем, Акатуйсем ирттерме май пулĕ. Шашлык тата çĕр улми кустарса пĕçерме те пушар енчен хăрушă мар ку вырăнта. Ун валли типнĕ-хăрнă йывăçсене пĕр вырăна купаласах хутăмăр. Халăх валли канма лайăх вырăн пултăр тетпĕр. Паркăн пĕр кĕтесĕнче эпĕ хам хуçалăх валли база туса хурасшăн, çавăнпа ку вырăна пăхкаласа тăма мана çăмăл пулать, - каласа парать Николай Иванович.
Пуçарнă ĕçе Н.И.Салюкин малалла тăсасшăн. Çитес вырсарникун вăл пухтелсене ялăн тепĕр кĕтесне йыхравласшăн. Унта та ĕç çителĕклех.
 
: 853, Хаçат: 47 (1243), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: