Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳкĕн 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе чĕр тавар ĕçлекен промышленность тытăмĕнче вăй хуракансене савăнăçлă ларура чысланă.
— Мухтанмашкăн пирĕн сăлтавĕ чăнах та пур. Ульяновск облаçĕшĕн юбилей çулĕнче регионта хăйнеевĕр ăнăçу çĕнсе илтĕмĕр – пĕтĕмĕшле акнă лаптăка 1 млн та 13,4 пин гектара çитертĕмĕр. Ун патне эпир 2002 çултанпа пыратпăр. Ĕçĕршĕн сире тайма пуç. Сирĕн тăрăшулăх çуртăра, çемйĕре ырлăх-пурлăх кӳтĕр. Юнашар сире ăнланакан юратнă çынсем пулччăр. Сывлăх сире, телей, ăнăçу, вăй-хал сунатăп! – тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
Регион пуçлăхĕ каланă тăрăх, ăнăçусене эпир облаçри ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмне вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ килнĕрен çĕнсе илнĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхне аталантарма вырăнти тата федераллă бюджетран пурĕ 1,4 миллиард тенкĕ янă. Регион правительстви ял хуçалăх предприятийĕсене область бюджетĕнчен 170 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Экспертсем калашле, пирĕн регион Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче хирти ĕçсем пуçланичченех ял хуçалăхне аталантарма хушма укçа-тенкĕ уйăрнă облаçсенчен пĕри пулса тăнă.
Правительство председателĕн çумĕ – ялпа вăрман хуçалăхĕн тата çут çанталăк пуянлăхĕн министрĕ Александр Чепухин çирĕплетнĕ тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнĕренпе хамăрăн ял хуçалăх продукцине туса илекенсене хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Ку енĕпе Ульяновск облаçĕ Раççей Федерацийĕнчи чи малта пыракан регионсен шутне кĕрет. «Область правительстви нумай ырă ĕç турĕ. Кунта регионти пахалăх маркине (тавар чи паха пулнине) çирĕплетни, Раççейре органика продукцине туса илессине пурлăхпа хавхалантарасси пирки калакан пĕрремĕш саккуна хатĕрленĕ çĕре хутшăнни тата йышăнни, социаллă апатланăвăн программине ĕçлесе çитерни кĕрет.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ял хуçалăхне аталантарнă çĕрте ырми-канми ĕçленĕ пултаруллă та харсăр çынсене, малта пыракансене, ĕç ветеранĕсене, 2013 çулта ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмĕнче ирттернĕ область ăмăртăвĕн çĕнтерӳçисене патшалăх тата регионăн ведомство наградисене панă. Чыспа сума çĕнсе илнĕ ентешсем хушшинче чăвашсем те пур: Майна районĕнчи фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Василий Козлов тата Чăнлă районĕнчи «Родники» хуçалăх водителĕ Александр Оброков. Вĕсем «Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» сумлă ята тата мухтава тивĕçнĕ.
 
: 844, Хаçат: 47 (1243), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: