Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак ятпа Чăваш Республикинчи Елчĕк ялĕнче Аннемĕр кунне ирттернĕ. Унта нумай ачаллă, çамрăк, ача амăшĕ пулма хатĕрлекен, йывăр лару-тăруран тивĕçлипе тухнă, ачи-пăчине çитĕнтер-се халĕ ывăл-кинĕпе килĕштерсе пурăнакан хĕрарăмсене чĕннĕ.
Районти культура уйрăмĕ уяв программине пирĕн ентешĕн Елена Мустаеван «Аннесене каçараççĕ» кĕнекен хăтлавне те кĕртнĕ. Культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова, районти ветерансен канашĕн председателĕ Серафима Терентьева, пенсири вĕрентӳçĕ Елена Туманова тата ыттисем кĕнекери килĕштернĕ калавĕсем пирки каласа панă. Автортан кĕнеке ячĕн пĕлтерĕшне уçса пама ыйтнă.
– Малашне çырма ан пăрахăр. Эпир сирĕн калавăрсене юратса вулатпăр. Тепĕр кĕнеке роман пултăр, - тесе суннă.
Елена Мустаева ыйтусене хуравланă май уява хутшăннисене кĕнекесем парнеленĕ.
Уявра аннесене Елчĕк ялĕн шкулĕнче вĕренекенсем тата районти культура ĕçченĕсен хорĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.
 
: 776, Хаçат: 47 (1243), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: