Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарти филармонире чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн хăйĕн тăхăрвуннăмĕш сезонне уçрĕ. Савăнăçлă концерта артистсем Филипп Лукин композитор 100 çул тултарнине халалланă.
Филипп Миронович 1913 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çавал-Çырма ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ишекри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. 1928 çулти Шупашкарти музыка шкулĕн хатĕрлев класне вĕренме кĕрет. Ăна 1932 çулта ăнăçлă вĕçлет. 1935-1942 çулсенче Ленин орденĕллĕ Мускав консерваторийĕнче дирижёрпа хор факультетĕнче вĕренет. П.И.Чайковский ячĕллĕ аслă музыка шкулĕнче В.П.Мусинпа В.Г.Соколов профессорсем патĕнче ăс пухать.
Консерваторирен вĕренсе тухсан Шупашкара таврăнать, 1942-1956 çулсенче – чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи, 1957-1959 çулсенче — Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ тата пултарулăх ертӳçи.
Филипп Лукин СССР халăх артисчĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ячĕсене, 1952 çулта патшалăх премине тивĕçет. Паллă композитор СССР культура министерствин ĕç ветеранĕ, нумай орден кавалерĕ, сумлă медальсене тивĕçнĕ çын.
Композиторăн чи аван хайлавĕсем Чăваш радиопа телевиденийĕн кăларăмĕсенче янăраççĕ. Унăн вилĕмсĕр юррисене Мускав, Чулхула хулисенчи, Пушкăртпа Тутар, Мари Республикисенчи, Ульяновск, Самар, Сарă ту, Пенза облаçĕсенчи, ют çĕршывсенчи хор ушкăнĕсем, ансамбльсем шăратаççĕ. Филипп Лукин 700 ытла юрă кĕвĕленĕ.
Концерта уçаканĕ – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи, К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ çын, РФ халăх артисчĕ Юрий Васильев. Вăл кĕскен каласа пачĕ те Филипп Лукин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, пурне те ăшшăн саламларĕ. Сăмах илекенсем чылайăн пулчĕç: Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ветеранĕсем, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем. Чăваш Республикинчи пур районсенчен те, кӳршĕллĕ регионсенчен хăнасем пухăннă.
Сцена çинчен Филипп Лукин кĕвĕленĕ илемлĕ юрăсем, ташăпа юрă сюитисем янăрарĕç. Чăваш халăх артисткисем Зоя Лисицинапа Тамара Гурьева, Светлана Бубнова, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Терёнина-Рейтер, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Клара Чекушкинапа Светлана Кириллова, Наталья Вавиленко артисткăсем, ытти культура ĕçченĕсем çине сывламасăр пăхса лартăмăр.
 
: 612, Хаçат: 47 (1243), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: