Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи юрă фестивалĕсемпе конкурссем Никитино ялĕнче пурăнакан Мария Николаевнапа Александр Васильевич Карзановсемсĕр иртмеççĕ. Вĕсем çак тăрăхри уявсене илем кӳрекенсем.
Чăваш çыннисем вырăс, чăваш юррисене илемлĕ сассисемпе шăрантарса куракансене савăнтараççĕ. Çемье пуçлăхĕ купăсне те хăй калать. Вĕсем тĕрлĕ конкурссен лауреачĕсем тата дипломанчĕсем. Юрă ăстисем ятарласа Шупашкартан хăйсем валли чăваш тумне çĕлеттерсе килнĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче, çуралса ӳснĕ. Хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах качча Мария купăс хитре калама пĕлнĕшĕн юратса пăрахнă. Йĕкĕте салтака ăсатса янă, тинĕс флотĕнче хĕсметре виçĕ çул тăнă Александра кĕтсе илнĕ. Вунă класс хыççăн Мария Николаевна Шупашкарти çĕвĕ училищинче вĕреннĕ, çĕвĕç-мотористкăра хулара икĕ çул маçтăрлăхне туптанă. Савнă çынни салтакран таврăнсан вара çемье çавăрса тăван ялне таврăннă. Вĕсем тăван ялĕнчех пурăнасшăн пулнă, анчах вăл вăхăтра Чăваш Енре çамрăксене уйрăлса тухма çĕр паман. Çавăнпа нумайăшĕ кӳршĕллĕ Ульяновск облаçĕнче йăва шыранă.
Карзановсем те 1985 çулта Никитино ялне килсе тĕпленнĕ.
-Никитино ялĕнче хуняман тетĕшĕ пурăнатчĕ, совхозра ĕçлетчĕ. Вăл вăхăтра вĕсен хуçалăхĕ питĕ пуянччĕ, пысăкчĕ. Хуняман пире те çакăнта пурăнма куçарас вăрттăн шухăшĕ пулнă иккен. Хăй кун пирки пирĕнпе калаçман та-ха. Пирĕн ялтан тӳрĕрен кайсан Никитино ялĕ 40 çухрăмра кăна. Пĕррехинче хуняма пире: «Тумланăр, Никитино ялне сысна çури сутма каятпăр», - терĕ. Ман хырăм пысăк ĕнтĕ, ача кĕтетпĕр. Ридван çине лартăмăр та тăнкăртатса кайрăмăр вырăс ялне. Çапла вара сысна çурисене сутса пĕтерсен çавăнтах юлтăмăр. Мăшăрăм тракториста вырнаçрĕ, мана валли фермăра ĕне сунă çĕрте вырăн тупăнчĕ. Пурăнмалли хваттерпе тивĕçтерчĕç, выльăх-чĕрлĕх пачĕç. Çапла амаланса юлтăмăр. Çакăнтах икĕ ача, ывăлпа хĕр, çут тĕнчене килчĕç. Эп фермăра ĕçленĕ вăхăтра осеменатора вĕренсе тухрăм. Вунă çул ĕçлерĕм фермăра, совхоз саланиччен. Мăшăрăм тракторпа, комбайнпа ĕçлерĕ. Халь çĕршыври нумай арçын пекех вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет, - каласа парать Мария Николаевна.
Хуçалăх саланнăранпа Карзановсем выльăх-чĕрлĕх усраса пурăнаççĕ. Халь вĕсен килĕнче пĕчĕк ферма: виçĕ ĕне, вăкăрсем, вите тулли сыснасем, картиш тулли хур-кăвакал. Упăшки час-часах ют çĕре ĕçлеме тухса кайнипе мĕнпур выльăха хĕрарăмăн пĕччен пăхма тивет. Тупăшĕ те ытларах çавăнтан.
Карзановсем – вырăс ялĕнче «Канаш» хаçата çырăнса илекен пĕртен-пĕр çемье. Ентешĕсем Никитинăра татах пурăнаççĕ-ха, анчах тăван чĕлхепе, культурăпа кăсăкланаканнисем çукрах.
 
: 818, Хаçат: 47 (1243), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: