Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Учитель профессийĕ чи йывăррисенчен пĕри. Вăл станок умĕнче тăрса пĕр-пĕр деталь кăлармасть, ачасен черчен чунĕпе, вĕсен ăс-тăнĕпе ĕçлет. Çамрăк ăру мĕнле пуласси çемье хыççăн шкултан, учительтен килет. Ахальтен учителе «иккĕмĕш анне» тесе вĕрентмен совет самани вăхăтĕнче.
Апла пулсан учитель пулма кашни пултараймасть.
Ача чухне ытти нумай вĕренекен пекех эпĕ те учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах çак профессие суйлакансем института документсене париччен ятарлă комисси иртеççĕ пуль тесе шутлаттăм, мĕншĕн тесен вĕсем уйрăмрах çынсем пулмалла-çке: типтерлĕрех, илемлĕрех, лăпкăрах, ăслăрах, ыттисемшĕн тĕслĕх. Унсăрăн ачасем патне мĕнле яма пулать вĕсене? Пĕррехинче çак ыйтăва вĕрентекенĕме патăм.
-Çук, уйрăм нимĕнле комисси те иртмелле мар. Ыттисем пекех института документусене кайса памалла кăна,- илтрĕм эпĕ хурав. Ку мана кăштах пăшăрхантарчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, патшалăх саланса бюджет шутĕнчен ĕç укçине илсе тăракансене тивĕçлĕ тӳлеме пăрахсан, учитель профессийĕн сумлăхĕ чакрĕ.
Ачамсем шкулта вĕреннĕ май учительсем тата шкул мĕнле улшăннине сăнаса пыратăп, хам вĕреннĕ вăхăтрипе танлаштаратăп. Самай улшăнчĕ шкул – самана пекех. Халь шкулта малти вырăнта вĕренӳ мар, хуçалăх ыйтăвĕсем. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче те чи пысăк ыйту класри дисциплинăпа укçа пуçтарасси пулса тăчĕç. Учительсем те улшăнчĕç. Пирĕн кĕçĕн ачан вĕрентекенĕ вăхăт-вăхăт сăмахĕсемпе тĕлĕнтерет. Пĕррехинче ашшĕ-амăшĕ вăхăтра ачисене илсе кайманнипе учителĕн урок хыççăн ачасемпе çур сехет ытларах пулма тивнĕ. Çакна йывăрпа чăтса ирттернĕ вăл. Пухура пире шарт тĕлĕнтерсе: «Эсир мĕн, мана сирĕн ачăрсемпе ытлашши çур сехет коридорта тăма интереслĕ тесе шутлатăр-им? Мана куншăн тӳлемеççĕ», - терĕ. Ман пуçа каллех ача чухнехи шухăш кĕчĕ – пулас учительсене ятарлă комисси урлă кăлармаллах.
Ку, паллах, пĕртен-пĕр тĕслĕх пулма пултарать. Пĕтĕм учительсем çавăн пек тесе каласшăн мар эпĕ. Пач урăхлисем те, ачасемшĕн чунне пама хатĕррисем те, чылай. Çак шкултах Валентина Ивановна вăй хурать. Аслă ăру çынни вăл. Юлашки ача темăна ăнланиччен урок хыççăн хăварма пултарать.
Паянхи вĕрентӳ тытăмĕ учительсене çав тери йывăр лару-тăрăва лартрĕ: вĕсене ăслă вĕрентме вĕрентеççĕ, анчах тĕрĕс вĕрентме кансĕрлеççĕ, вĕсене хут купи ăшне путараççĕ, хуçалăх ыйтăвĕсемпе халтан яраççĕ (класра юсав ĕçĕсене ирттермелле, чӳрече çумалла, партăсене çĕнетмелле, стендсем тумалла…), çав вăхăтра тарăн пĕлӳ панăшăн тивĕçлипе тӳлемеççĕ. Учитель ĕçĕ – пултарулăх (творчество) ĕçĕ. Пултарулăх енне аталантарма кансĕрлесен учительсем туллин ĕçлеймеççĕ.
Тĕрĕссипе, пысăк укçа тӳлесе учительсене нихăçан та "тарăхтарман". Халĕ те çаплах. Учительсен ĕç укçи экономикăра вăй хураканнисен шайне те çитмест.
Юлашки 20-25 çулта вĕрентӳ тытăмĕ чăннипех хытă уксахлама пуçларĕ. Шкулсенче сыхланса юлнă лайăххи Валентина Ивановна пек хастар çынсем çинче кăна тытăнса тăрать.
Шкулсем пирки калаçнă май ирĕксĕрех учительсене хатĕрлекен аслă вĕрентӳ учрежденийĕсем пирки сăмах хускалать. Тен, унта тивĕçлĕ специалистем хатĕрлемеççĕ. Преподавательсен сăмахĕсемпе вара, халĕ питĕ начар пĕлӳллĕ абитуриентсем килеççĕ вузсене.
Вĕренекенсен пĕлĕвне ЕГЭ урлă тĕрĕслеме тытăннăранпа Раççейри вĕрентӳ тытăмĕн пысăк ыйтăвĕсем çиеле тухрĕç. Экзаменсене халь çĕнĕ майпа ыйтусене хуравласа пани хăш-пĕр предметпа вĕрентĕвĕн пахалăхне чакарать. Тата статистика çакна çирĕплетет – Раççейри пĕтĕм вĕрентекенĕн 30 проценчĕ ЕГЭ ыйтăвĕсене хуравлаймасть.
Шкулта начар вĕрентни ачасене психологи енчен пысăк витĕм кӳрет. Вĕсенчен нумайăшĕ халь шкула та, вĕрентекенсене те юратмаççĕ. Аслăрах классенче шкула курайми пулса тăраççĕ. Кун пек ачасене малашне пурнăçра çитĕнӳсем тума йывăр.
Совет вăхăтĕнче диплом илнĕ специалистсене направленипе шкулсене янă пулсан хальхи студентсем шкула каясшăнах мар. Пĕрремĕш сăлтавĕ – ĕç укçи пĕчĕк пулни. Ульяновскри педуниверситетри чăваш ушкăнĕнчен вĕренсе тухнисенчен миçе çын шкулта ĕçлет? Вĕсене пĕр алăри пӳрнесемпе шутлама пулать. Ыттисем тупăшлăрах ĕçе вырнаçаççĕ – банка, суту-илĕве.
 
: 866, Хаçат: 47 (1243), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: