Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пенсие тухма тăватă çул юлчĕ. «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята камсене тата мĕнле йĕркепе параççĕ?
Татьяна Г.
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята илес пулсан:
-арçынсен ĕç стажĕ 40 çултан кая мар, хĕрарăмсен – 35 çултан кая мар пулмалла, вĕсен çурри чухлĕ Ульяновск облаçĕнче ĕçлени кирлĕ;
-Ульяновск облаçĕ йышăннă саккун (03.04.07 çул, 31-мĕш номерлĕ-ЗО) кăларнă наградăсем тата хисеплĕ ятсем пулни кирлĕ. Ватăлăх пенси калăпăшне палăртма страхлав стажĕ пулмалла.
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ 60 çулхи арçынсене тата 55 çулхи хĕрарăмсене çакăн пек патшалăх социаллă пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ:
-«Ĕç ветеранĕ» ята илнисене кашни уйăхра 668 тенкĕ те 60 пус тӳлесе тăрĕç;
-çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тивĕçтернĕшĕн уйăхра пĕрре регион стандарчĕн 50 процентне тӳлĕç.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене çак йĕркепе тӳлеççĕ:
-Хваттерте 3 çын е ытларах пропискăра тăрать пулсан – 842 тенкĕ те 82 пус;
- 2 çын тăрать пулсан – 958 тенкĕ те 75 пус;
- 1 çын çеç тăрать пулсан – 1343 тенкĕ те 97 пус.
Харпăр çуртĕнче пурăнакан пенсионерсене çапла тӳлеççĕ:
- пропискăра 3 е ытларах çын тăрать пулсан – 851 тенкĕ те 88 пус;
- 2 çын тăрать пулсан – 961 тенкĕ те 46 пус;
-1 çын кăна пулсан – 1323 тенкĕ те 81 пус.
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисен социаллă пулăшу илме çакăн пек документсем тăратмалла:
-паспорт, «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» удостоверени, перекет кĕнеки, 8-мĕш формăллă справка тата пенсин страхлав свидетельстви.
Ыйтса пĕлме тата социаллă пулăшу ыйтма эсир Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе аталану министерствине (пропискăра тăнă адреспа) кайса ыйтса пĕлме пултаратăр.
Ленин районĕнче пурăнакан-сем – Карл Маркс урамĕ, 19-мĕш çурт;
Чукун çул районĕнче – Локомотивная урамĕ, 89-мĕш çурт;
Заволжски районĕнче – Ленин Комсомолĕн урамĕ, 39-мĕш çурт;
Засвияжски районĕнче – ВЛКСМ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ ячĕллĕ урам, 22-мĕш çурт.
 
: 801, Хаçат: 47 (1243), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: