Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Степан Николаевич Халтурин 1856 çулхи декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вятка кĕпĕрнинчи Орёл уесне кĕрекен Халевинская ялĕнче пуян çемьере çуралнă. Уес училищинче вĕреннĕ чух нумай вуланă, патша правительстви чарнă литературăпа кăсăкланнă. 1875 çулта вăл пĕр шухăшлисене пуçтарса Америка çĕршывне тухса каясшăн пулать. Мускава кайнă чух çул çинче ултавлă майпа унăн паспортне вăрлаççĕ те Питĕр хули урлă чикĕ леш енне çул тытаççĕ. Степан Халтурин вĕсене йĕрлесе Питĕрех çитет, анчах тытаймасть. Документсăр тăрса юлнăскер каç выртма тата выçăпа вилесрен ĕç шырама тытăнать. Вăл кунти революционерсемпе паллашать. Ăнсăртран земство училищин вĕрентекенне Котельникова тĕл пулать. Лешĕ ăна чукун çул мастерскойне столяра ĕçлеме вырнаçтарать, революционерсен кружокне çӳреме сĕнет. Кунта вăл «хăйсен çынни» пулса тăрать, часах хас-тарлăхĕпе палăрать. Раççейри «Север-ный рабочий союз» парти тунă çĕре хутшăнать. Вăл Степан Батышков ятпа «Ливадия» император яхти çине столяра вырнаçать. Императора çамрăк та ăста столяр кăмăлне каять, вăл ăна Зимний Дворецăн мастерскойне ĕçлеме куçарать, çурма путвалта пӳлĕм уйăрса парать. Çакăнта унăн пуçĕнче çапларах шухăш çуралать: «Патшана вĕлерсен самани те арканать, II Александр патша вилсен халăх ирĕккĕн сывласа ярать, вара малашне коммунистсен пытанмалла та пулмасть». Унăн тĕллевĕ – патшана вĕлерсе рабочисене пăлхава çĕклесси пулнă. 1880 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче вăл патшана тĕп тăвас тĕллевпе Зимний Дворецра взрыв тăвать. Анчах кăлăхах. Патша вырăнне службăра тăракан 11 салтак сирпĕнсе вилет. Революционерсем Халтурина Мускава вăрттăн ăсатаççĕ. Унта вăл «Народная воля» партин ĕçтăвком членĕ пулса тăрать. Пĕр юлташĕпе В.С. Стрельников прокурора вĕлерес ĕçе хутшăнать. Анчах вĕсен ĕç тухмасть, иртсе çӳрекенсем ярса илеççĕ те çар сучĕн аллине параççĕ. Часах икĕ пăлхавçа ятсăр-килсĕр çынсем тесе çакса вĕлереççĕ.
Степан Халтурин ятне нумай хула урамĕсене панă, палăксем лартнă. Ульяновскра та Император кĕперĕ çине анакан урама Халтурин спускĕ теççĕ.
 
: 772, Хаçат: 47 (1243), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: