Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ кĕçех 60 тултаратăп. Арăмпа пĕр вăхăтрисемччĕ, чĕрĕ пулсан унăн юбилейне паллă тумаллаччĕ. Эпир вăтăр çул пĕрле пурăнтăмăр. Вăл килте тарçă пек ĕçлетчĕ, эпĕ патша вырăнĕнче шутланнă. Чирлесен те канма вăхăт çукчĕ унăн. Лара-тăра пĕлменскерне пулăшас шухăш та пулман. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмăн ĕнси çине тиеннĕ. Вăлах ачасене пăхнă, килте тасатнă, тирпейленĕ, пахчара ĕçленĕ, компот-варени пĕçернĕ. Юлашки çулсенче арăм чĕре чирĕпе асапланатчĕ, уринчи юн тымарĕсем сарăлнăччĕ. Апла пулин те сăлтавсăрах кăшкăраттăм, алă çĕклеттĕм, килтен тухса каяттăм. Çын хушшинче те унпа мухтанма пĕлмен, тăрлавсăр сăмахсемпе таса ятне вараланă. “Мĕнле пурăнатăн эсĕ çав хĕрарăмпа?” – куçран калатчĕç пĕлĕшсем. Çакă та мана вĕчĕрхентернĕ. Еркĕнсене шăнкăравлаттарса та кӳрентернĕ ăна. Анчах чăтăмлăхăн та чикки пур, мăшăрăм вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Çавăнпах хĕрĕмпе те пĕр чĕлхе тупаймарăм.
Иккĕмĕш хут авлантăм. Хамран чылай çамрăкрах хĕрарăм çийĕнчех килте хуçа пулса тăчĕ. Пурлăхшăн çеç качча килнине кашни утăмрах аса илтерме пуçларĕ вăл. Эпĕ çак çуртра ытлашши имĕш. Унсăр пуçне мĕн кăна каласа хурлантарман-ши вăл мана? Çĕнĕ арăм ялан сенкер экран умĕнче ларчĕ, капăрланса урамра уçăлса çӳрерĕ. Эпĕ вара кил таврашĕнче пуç çĕклейми тăрмашаттăм. Куншăн мана ырă пĕр сăмах та каламан.
Çав кун апат вăхăтĕнче киле кĕрсе тухма тĕв турăм. Ак тамаша, çывăрмалли пӳлĕмре арăм ют арçын ытамĕнче выртать. Айăпне йышăнасчĕ хăть, чĕркуçленсе каçару ыйтасчĕ – çук, ман енне сиввĕн çеç пăхса илчĕ. Çак мăшкăла пулах юн пусăмĕ хăпарса кайрĕ, вырăн çинчен тăраймасăр асаплантăм. Пульницара сипленме тиврĕ. Хĕрĕм те, çамрăк арăм та ман пата пĕрре те пыман.
Телее упрайманшăн нушаланнине пĕр хам кăна пĕлетĕп. Пĕрремĕш арăмпа пурăннă вăхăта каялла тавăрасчĕ, ăна алă çинче йăтса çӳрĕттĕм… Айванла шухăшлатăп-и? Пулинех. Çут тĕнчерен уйрăлнă мăшăрăмран куллен каçару ыйтатăп. Тен, илтĕ, каçарĕ мана.
Арçынсем, упрăр хăвăрăн мăшăрăрсене. Юнашар çывăх çын пуртан кирек хăçан килте те хăтлă, чунра та лăпкă.
 
 
(“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатран.)
 
: 875, Хаçат: 39 (1131), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: