Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Кӳршĕ-аршă аякри тăванран та паха»,- тенĕ ваттисем. Чăнах та, ялта пурăнатăн-и эсĕ е хулара-и — кӳршĕсемпе хутшăнмах тивет. Кӳршĕпе аван тăнине мĕн çиттĕр! Анчах пур кӳршĕ те тăван пек çывăх пулать-и-ха? Мĕнле пурăнаççĕ-ха пирĕн ентешсем çумри хваттертисемпе е çуртрисемпе?
Галина Семечкина, 52 çулта.
-Эпĕ хулара нумай хваттерлĕ çуртра пурăнатăп. Пирĕн çумра – тутарсем, хирĕçре – чăвашсем. Шутласан, пирĕн чăвашсемпе пĕрле тăмалла пек, анчах тутарсем пур енĕпе те ентешсенчен тараватрах. Чăвашсен кил хуçи арăмĕ вара питĕ мăн кăмăллă çын. Сывлăх суннă чух та кулли çук, ачисене вара пачах сывлăх сунма вĕрентмен.
Ирина РОМАНОВА, 48 çулта.
-Эпир хальхи кӳршĕсемпе пит хутшăнсах каймастпăр. Унчченхисемпе аван тăраттăмăр. Кукăль-печени тавраш пĕçерсен пĕр-пĕрне чĕнсе хăналаттăмăр. Халĕ вĕсен вырăнĕнче çамрăк çемье. Вĕсем килнĕренпе пирĕн канăç çухалчĕ. Темĕнччен çывăрмаççĕ, вĕсен ялан кĕвĕ хытă янăрать. Пĕрре хăйса шăпрах пулма ыйтнăччĕ те – хăлхăрсене хуплăр терĕç.
Наталья Краснова, 50 çулта.
-Эпир çĕнĕ хваттере куçса килнĕренпе вунă çул та иртрĕ пулĕ. Çĕнĕ кӳршĕсемпе сывлăх суннисĕр пуçне урăх хутшăнсах каймастпăр. Унчченхисемпе вара паян та çӳретпĕр. Пирĕн ачасем те туслă. Пĕр-пĕрин туйĕсене çӳреççĕ. Эх, тĕлĕнмелле уявсем ирттереттĕмĕр эпир ĕлĕкрех тăватă çемье! Ачасем валли конкурссем, вăйăсем йĕркелеттĕмĕр.
Ирина Смирнова, 62 çулта.
-Эпир кӳршĕсемпе начар пурăнатпăр тесе калаймастăп. Хирĕçесси пулатех ĕнтĕ вăл. Анчах мана çакă тарăхтарать: вĕсем нумай выльăх усраççĕ. Карти-хуралти вара питĕ начар. Пăрăвĕсем пирĕн пахчана кĕрсе таптаççĕ. Чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ пĕтĕм кас чупаççĕ. Енчен те выльăх усратăн пулсан вĕсемшĕн кăштах та пулин яваплăх пулмалла пулĕ тетĕп. Асăрхаттарсан — кӳренеççĕ.
Мария Петрова, 79 çулта.
-Эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Ăнмарĕ мана кӳршĕсемпе. Ман кӳршĕ арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пӳтсĕр упăшкипе ывăлĕ пиркиех типсе хăрчĕ вăл. Упăшки ăна ĕмĕр кĕвĕçнĕ, хĕненĕ. Ывăлĕ те ашшĕне хыврĕ. Халĕ иккĕшĕ ĕçеççĕ. Вĕсем патĕнче мĕнпур ĕçкĕç пуçтарăнать. Пĕр канлĕх те çук: кăнтăрла та, çĕрле те. Ăçта каймалла? Тӳсмех тивет.
Иван Корнилов, 88 çулта.
-Вилсен те кӳршĕ кирлĕ, туй тунă чух та. Ĕлĕк мĕнпур ĕçе нимелле кӳршĕсемпе тунă. Ĕçкĕ-çикĕ те кӳршĕсемсĕр ирттермен. Халĕ урăхла. Кашни хăй пурнăçĕпе пурăнать.
Валентина Ильина, 69 çулта.
-Манăн кӳршĕсем пекки никамăн та çук пулĕ тетĕп. Сулахайра йăмăкпа кĕрӳ, сылтăмра — Елюк аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе, хирĕçре – хусах арçын. Эпир мĕнле-тĕр пысăк ĕç тытăннине курсан вĕсем чĕнмесĕрех пулăшма чупса килеççĕ. Эпир выльăх-чĕрлĕх тытмастпăр, сывлăхсем çапларах. Кӳршĕсем сĕт-турăх, çăмарта таврашĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Пирĕн те парăмра юлас килмест, мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшатпăр.
 
: 794, Хаçат: 47 (1243), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: