Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Яланах пуçра пĕр шухăш:
Пурнăç, пурнăç… Калăн Уçлăх…
Хăшĕ – тарçă, пуçлăх хăш,
Хăшĕ – ачаранах тăлăх…
 
Пурнăç çулĕ вĕçсĕр вăрăм –
Вăй пĕтет утсан-утсан…
Чĕрене сыпçăнĕ хăрăм
Ытлашши шухăшласан.
 
Тăвана – тунсăхласассăн –
Ыткăнса кĕтсе илен.
Асамат кĕпер карсассăн –
Тав туса Турра пиллен.
 
Тĕлĕкре эп çӳренĕччĕ
Курăк çийĕнчен ирччен,
Çут çăлтăрсем тӳпереччĕ,
Çĕр çинче ман чун - пĕччен.
 
Ялти пурнăç чунĕ хытă,
Шăплăх, анчăк та вĕрмест.
Ирчченех тăрсан та йытă,
Хăнана киле кĕртмест.
 
Пурах компьютер йăпанма,
Кашни килтех – Интернет.
Пĕр çукранах савăнма
Май пур, çакă вăл – кĕтрет!
 
Начаррипе аванни
Çума-çумăн, астăвăр!
Кăлах пулĕ савăнни
Хăш-пĕр чухне, шар курăр…
 
Самана веçех улшăнчĕ –
Ултав кашни утăмра,
Сисĕнмесĕрех чун шăнчĕ,
Çил вĕрет халь пуçăмра…
 
Вăйсăра – тапса хăварĕç,
Кулă çеç ку – вăйлишĕн.
Эпир ӳснĕ чух пулнă ĕç?
Паян вăл – телейлишĕн.
 
Пурнăç, пурнăç… Калăн Уçлăх…
Кашниншĕнех урăхла.
Çын çине ӳксессĕн хурлăх –
Пулăшсам, ан тăрăхла!
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 845, Хаçат: 47 (1243), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: