Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
("Телефон мыскари" ярăмран)
 
Каç пулас умĕн Сăпани инке кинĕ патне аран-аран мăштăртатса çитрĕ.
-Мана кунта çити çӳреме çăмăл тесе шутлатăр пуль, - мăкăртатрĕ вăл картлашкаран пĕрин хыççăн тепĕр урине аллипе пулăшса хăпартнă май.
Ватăлнипе ури утасшăнах мар унăн.
Халь ялта тăвана е кӳрше кайса курас-ха тесе пĕр-пĕрин патне ларма çӳресси йăларан тухса пырать. Пур ыйтăва та телефон татса парать. Техника, мĕн тăвăн! Хыпарсене те халь çав кĕсьере чиксе çӳремелли пĕчĕк телефон урлă веçех пĕлеççĕ. Кашни карчăк телефона ылтăн катăкĕ пек саппун айĕнчи вăрттăн кĕсьере пытарса çӳрет. Хуть те ăçти çынпа хуть те хăш вырăнтан калаçма пулать вĕт унпа. Эй, тĕнче! Мĕнле пурăннă-ши унччен?
-Ирт, ирт, инке. Мĕншĕн пит тарăхнине ăнланмарăм сана. Курма килтĕн пуль тесе савăннăччĕ кăна.
-Курма тет-ха. Мĕн курмалли пур ман сана. Курортран канса килмен вĕт эс. Салтакран та таврăнман. Пурăнан ĕнтĕ, ир тăран, каçпа çывăрма выртан. Эп вăт ватăлатăп. Эс те манпа çавăнпа калаçасшăн мар пулмалла, сăмсуна пăратăн. Хăв пеккисемпе кăна канашласшăн. Ыйтса пĕлмелли пурччĕ санран. Сăмах пĕлес тесе паян иртенпе шăнкăравлатăп вĕт. Тытмастăн телефонна. Ывăнсах çитрĕм. Куç та лайăх курмасть, пӳрнесем те телефон тӳмисенчен пысăкрах, çавăнпа шăнкăравлама та çăмăл мар, каккуй килсе çӳреме. Эс пур, тăрăхласа ларан манран.
-Ăнланмарăм, хăш вăхăтра эп санран тăрăхларăм?
Сăпани инке сĕтел çумĕнчи сак çине меллĕн вырнаçса ларсан çăварĕнче юлнă виçĕ шăлне кăтартса лĕх-лĕх-лĕх кулса илчĕ. Хăй умне кинĕ лартса панă чей чашкинчен пĕр-ик сыпкăм вĕри шыва лĕрккенĕ хыççăн сăмахне пуçларĕ.
-Иртенпе шăнкăравлатăп теп-иç. Сан номеру тухать, шăнкăравĕ те малтан каять пек. Кайран вара телефонри леш мур майри пуçлать пакăлтатма. Вырăсла каланинчен «нетостойна» тенине кăна ăнланса илетĕп. Тепĕр чĕлхине пачах та шахвăртмастăп. Мĕншĕн нетостойна-ши эпĕ? Нимĕнпе те ăнкармастăп. Тенкел çине ларса нумайччен пуç тавра çавăртăм. Шутласа тупаймарăм. Ыйтса пĕлме килте никам çук. Хам шухăшпа, çынна нихçан та начар туман, ют хĕрарăм арçыннине туртса илмен, ача пăрахман, кӳршĕпе хирĕçмен, колхоз тыррине вăрламан, тĕрмере ларман, ĕçкĕ-çикĕ пăсман. Мана пĕр палламан хĕрача вара вĕçĕмсĕр «нетостойна» тесе кӳрентерет. Тарăхтарса çитерчĕ.
-Ан култар-ха, инке. Вара ку сăмахсене эп каларăм тесе шутларăн-и?
-Эс каларăн тесе шутламастăп ĕнтĕ халь. Малтан вара темĕн те пуçа кĕчĕ. Шкултан мăнукăм таврăнасса аран кĕтсе илтĕм. Киле кĕнĕ-кĕмен ăна телефона тыттарса ку майри мана мĕн калать тесе ыйтрăм та – куçарса, ăнлантарса пачĕ.
Ахалех çиллентĕм иккен хĕре. Тата вăрçрăм-ха. Мăнукăм каланă тăрăх, вăл мана «çыхăну çук» тесе пĕлтернĕ тет. Ватăлсан, хăлха илтме пăрахсан, ют чĕлхе пĕлмесен темле çылăха та кĕрĕн. Нетостойна та пулса юлăн.
 
: 1033, Хаçат: 47 (1243), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: