Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирĕклĕ саманара пурă-натпăр халь – тĕнче тăрăх çӳре, хуть те мĕнле çĕршыва тухса кай. Укçу пултăр, çулçӳреве тухас кăмăлу пултăр. Эпĕ те çапла тĕнче курас шухăшпа турагенство урлă Европа çĕршывĕсене тухса кайрăм.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Ульяновскра каçхи пуйăс çине лартăм та – ирхине 9 сехет те 30 минутра Мускава çитрĕм. Ман пушă вăхăт пур-ха. Унпа усă курса экскурси автобусĕпе икĕ сехет Раççейĕн тĕп хулипе паллашса çӳрерĕм — экскурсовод йăлтах ăнлантарса пырать.
Пирĕн туристсен ушкăнĕ гидпа пĕрле 16 сехет çитеспе Белорусси вокзалĕнче Бреста каякан пуйăс çине ларчĕ – 43 çын. Раççейрен Белоруссие ирĕклĕн каятăн, никам та тĕрĕслемест. Ирхине улттăмĕш çурринче Бреста çитсен пире Польшăран килнĕ автобус çине куçарчĕç. Западный Буг юхан шывĕ урлă каçсанах Польша чиккине çитрĕмĕр. Паспортсене пуçтарса илеççĕ – ху автобусрах ларатăн. Икĕ сехетрен автобус хускалса кайрĕ. Пирĕн 10 кунра сакăр çĕршывăн тĕп хулине çитсе курмалла.
Польша
Эпир Польша çĕршывĕн хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Люблин воеводствине (ун пек регионсем кунта 16) пырса кĕтĕмĕр. Ку çĕрсем «Беловежская пуща» текен заповедника кĕреççĕ. Ятарлă çӳллĕ юпасем тăрринче – аист йăвисем. Пĕр тата икĕ хутлă çуртсен мăрйисенчен хура тĕтĕм тухать, кунта çуртсене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаççĕ. Газ çитмест, пур çĕрте те çук. Куçа тӳрех пысăк çил арман çунаттисем çаврăнса ларни курăнать, анчах тырă авăртмаççĕ кунта. Арман çунаттисем генератора çавăрса электроэнерги кăлараççĕ, урăхла каласан — ток тăваççĕ. Эпир çĕршывăн тĕп хулине — Варшавăна каятпăр, унта çитме 190 çухрăм. Кунти вăхăт Мускавринчен икĕ сехет кайра пырать (Белоруссире вара пĕр сехет кайраччĕ).
Польшăра 38,5 млн çын пурăнать. Территорийĕ – çурçĕртен кăнтăралла 600 çухрăм, хĕвелтухăçĕнчен анăçалла – 710. Пурĕ 312 пин ытла тăваткал çухрăм (танлаштарма: Пушкăрт Республикин – 143). Çурçĕр енчен Балтика тинĕсне тухма май пур. Кӳлĕсем нумай, ку енĕпе Польша Европăра иккĕмĕш вырăн йышăнать – Финлянди хыççăн. Çĕршывăн 28 проценчĕ – вăрмансем. Мĕнпур çĕрĕн 95 процентне харпăр çынсене уйăрса панă, вĕсем пĕчĕк услампа аппаланаççĕ. Польшăна ял хуçалăх çĕршывĕ теме пулать. Хирти çĕрсене пĕчĕк-пĕчĕк лаптăксене пайланă, уйăрса илнĕ. Куккуруса, чĕкĕнтĕре пуçтарса илменччĕ-ха. Пирĕн автобусăн икĕ водителĕнчен пĕрин те – Гжегошăн – аслашшĕнчен юлнă пысăках мар çĕр лаптăкĕ пур. Вăл яланах çул çинче, пахча çимĕç ӳстерме вăхăт çук унăн. Çавăнпа вăл унта мăйăр туса илет, патшалăха сутать. Куншăн ăна çийĕнчен Евросоюз укçа парса пулăшать. Польшăри укçа – злотый (Раççейĕн 10 тенкипе танлашать). Лавккана склеп теççĕ. Укçа улăштармалли вырăн – кантор. «Джень добры», - тесе сывлăх сунаççĕ, уйрăлнă чух: «До видзэня»,- теççĕ. Вырăс чĕлхине пĕлекен çынна ку сăмахсене тавçăрса илме йывăрах мар. Пĕр литр бензин пирĕн укçа çине куçарсан – 55 тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илсен экономика лару-тăрăвĕ йывăр кунта, анăçри çĕршывсене ĕçлеме тухса каякансем нумай. Польша юлашки 25 çулта питĕ вăйлă улшăну витĕр тухнă. Ун пирки хăйсем çапла шӳтлеççĕ: «Эсир калта курнă-и? Малтан вара вăл крокодил пулнă. Эпир халĕ çак калта».
Христиансен тĕнĕн католицизм сулăмне ĕненеççĕ поляксем. Ку патшалăхра 147 мăнастир, 16 пин ытла костёл (чиркӳ) тата часавай. Ку енĕпе вĕсем тĕнчере те малтисен шутĕнче. Сăмах май, католиксем чиркӳре кĕлĕ итленĕ чух ятарлă сакăсем çинче лараççĕ.
Польша 2004 çултанпа Евросоюза кĕрет. Унти парламент пуçлăхĕсем: «Эпир Польшăна çулсем юсама паракан укçана вĕсем веçех костёлсем тума ямаççĕ-ши?» - тесе шутлеççĕ тет. Варшавăна Аслă вăрçă вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсем пĕтĕмпех ишсе пĕтернĕ, ăна вăрçă хыççăн çĕнĕрен тунă. Вăл Висла юханшывĕ çинче ларать. Кĕперĕсем илемлĕн, мăнаçлăн курăнаççĕ. Хулара халĕ 1 миллион та 800 пин çын пурăнать. Эпир Висла хĕрринче сăртра ларакан Кивĕ хулара çӳрерĕмĕр, ăна Старе Място теççĕ. Ăна нимĕçсем тустарнă пулнă, 1946-1963 çулсенче вара çĕнĕрен тунă. Халĕ ку вырăна ЮНЕСКО списокне кĕртнĕ.17-мĕш ĕмĕрте хăпартнă Сăваплă Хĕрес костёлĕнче (Костёл Святого Креста) поляксен паллă композиторĕн, пианисчĕн, педагогĕн Фредерик Шопенăн (1810-1849 çулсенче пурăннă) чĕри упранать. Ку çынна поляксем Турă вырăнне хурсах юратаççĕ, урамра Шопен сакки те пур. Унти тӳме çине пусатăн та – Шопен музыки янăрать. Чи тăвăр урама та кĕрсе куртăмăр: икĕ çын тĕл пулсан хулпуççие пăрса иртсе каймалла. Пĕр пысăках мар палăк чĕрене кĕрсе юлчĕ: 4-5 çулхи ача, çар тумĕ, пысăк каска тăхăннăскер, автоматпа тăрать. Поляксем нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ çĕрте ачасем те хутшăннине çапла чуна тивмелле сăнарласа кăтартнă. Палăк умĕнче - яланах чĕрĕ чечексем.
Каç пуласпа çула тухрăмăр, Германи еннелле сулăнтăмăр. Познань тата темиçе пĕчĕк хула çумĕпе иртсе кайрăмăр.
Чикке çитме пилĕк çухрăм юлсан «Барановски» отеле (хăна çурчĕ) çĕр каçма кĕтĕмĕр. Коридора кĕрсен çутă хăех çутать, тухса кайсан сӳнет. Телефон тата фотоаппарат зарядникĕсен вилкисем пӳлĕмри розеткăсене юраççĕ. Ку мана савăнтарчĕ.
 
(Малалли çитес номерте.)
 
: 636, Хаçат: 47 (1243), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

aspiq0rhh9 (2016-07-18 12:57:43):
clomid price<Ӳa> viagra cheap<Ӳa> baclofen buy online<Ӳa> view homepage<Ӳa> found it<Ӳa>

AGuesyOreseDup (2017-08-24 05:36:27):
Others can perform a hardon but cannot maintain it during sexual intercourseĕ Core maca from your supplier energetix is an herb that tests very well for assorted malesĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: