Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çиле майăн ылтăн çулçăсем вĕçеççĕ,
Иртнĕ çамрăк вăхăта ас илтереççĕ.
 
Епле ырăччĕ, тӳлекчĕ çурхи каçĕ –
Çепĕç туйăмсем çапла асран каймаççĕ.
 
Пахчари чечек саратчĕ шурă çĕмĕрт,
Малалла чуна чĕнетчĕ çутă ĕмĕт.
 
Ăшă çил çӳçе шăлатчĕ, ачашлатчĕ,
Сарă хĕр куçран пăхатчĕ, йăл кулатчĕ.
 
Çав самант ăна пĕрремĕш хут чуптурăм,
Юрату асамлăхне чĕремпе туйрăм.
Ешĕл тумлă чĕлтĕр! çамрăк вăхăт иртрĕ,
Арлă-арăмлă çу кунĕ килсе çитрĕ.
 
Умлăн-хыçлăн ачасем çитĕннĕçемĕн
Кăмăлĕ тулса çитет ĕçри этемĕн.
 
Çулçă ӳкнĕ пек вĕсем ӳссе саланчĕç,
Çырă çӳçĕм шухăшпа кĕç чăпарланчĕ.
 
Сисĕнмесĕр килсе çитрĕ кĕр асапĕ,
Юлашки çула кĕç кам пăхса ăсатĕ?..
 
Çамрăк вăхăт, эс ăçта кайса çухалтăн?..
Эп сана аса илсе чунтан хурлантăм.
 
Çиле майăн ылтăн çулçăсем вĕçеççĕ,
Иртнĕ ылтăн вăхăта ас илтереççĕ.
 
12.10.2013.
 
: 814, Хаçат: 47 (1243), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: