Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Область правительствинче Наци çыхăнăвĕсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ. Çаплах ларăва Ульяновск облаçĕнчи федераллă инспектор В.П.Козин, Ульяновск хули пуçлăхĕ М.П.Беспалова, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ В.А.Гвоздев, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата ыттисем хутшăнчĕç.
- Эпир Наци çыхăнăвĕсен канашĕн ĕçне питĕ пысăк тимлĕх уйăратпăр, унти çынсенчен хастарлăх кĕтетпĕр. Çавăнпа канаша кĕрекен çынсен йышне чылай ӳстертĕмĕр. Малтан 53 çынччĕ, халĕ – 85. Кунта эпир районсенчи хастарсене, наци хаçачĕсен редакторĕсене кĕртрĕмĕр. Информаци политики пире питĕ кирлĕ. Канаш облаçри халăхсен хутшăнăвĕсене курса тăмалла, унти улшăнусене тĕрĕс хак памалла, - терĕ Сергей Иванович.
Ку кăна та мар, халĕ правительствăра наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен департамент йĕркелеççĕ. Çаплах кашни район пуçлăхĕн çумĕнче наци политикипе ятарлă çын ĕçлĕ. Область правительствинче кашни министр районсен кураторĕ пулĕ. Мелекесс районĕнче наци ыйтăвĕсемпе ятарлă комитет ĕçлет, унта 18 çын. Тен, малашне кун пеккисем кашни районта пулĕç.
Кĕпĕрнаттăр Ульяновскри Наци ялĕнчи пĕрремĕш çурта чăвашсем тума тытăннине палăртрĕ, вĕсем ыттисене çул уçса пачĕç терĕ, пуçарулăхшăн мухтарĕ.
– Наци уявĕсем ирттерни çеç наци политикине татса пани мар-ха. Пирĕн ку енĕпе алран-алла тытăнса тăрăшмалли нумай, - терĕ юлашкинчен С.И.Морозов.
 
: 779, Хаçат: 48 (1244), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: