Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шкул уявĕнче чăваш ачисем улах кăтартрĕç.
 
Чӳкĕн 29-мĕшĕнче Тереньга районĕнче пысăк уяв пулчĕ — Скугареевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул 140 çул тултарчĕ. Пĕлӳ çуртне 1873 çулта халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов тăрăшнипе уçнă. Юбилее паллă тума çак шкулта тăрăшнă вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕсем, учительсем, вĕренекенсем, вĕренсе тухнисем, район админи-страцийĕн тата Подкуровка ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерствин тата Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн специалисчĕсем, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕсем пухăннăччĕ.
Хăнасене кĕтсе илнĕ хыççăнах «Кунта вĕреннипе мухтанатăп» хăтлав пуçланчĕ. Вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕсене уйрăмах сăн ӳкерчĕксен «Шкул историйĕ» куравĕ кăсăклантарчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем ХIХ ĕмĕрти литература пӳлĕмне чĕнчĕç, вырăс улахĕпе тата алĕç ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕпрен юсанă хыççăн çĕнĕрен спорт залне уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма районти вĕренӳ пайĕн пуçлăхне Григорий Александрович Шерстнёва тата çамрăк спортсменсене шанчĕç. Çак ырă ĕçе çирĕплетсе пухăннисене пурне те эстрада ташшисене ташлаттарчĕç.
Вĕрентӳçĕсен коллективĕпе паллаштарас тĕллевпе уçă уроксен сыпăкĕсене кăтартрĕç. Халăхсен хушшинчи туслăха халалланă класс тулашĕнчи мероприяти хăйĕн тарăн шухăшĕпе тыткăнларĕ. Паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ те паха ыйтăва ахальтен çĕклемен вĕрентӳçĕсем. Тăваттăмĕш класра тутар, чăваш, вырăс, осетин, азербайджан тата ытти халăх ачисем вĕренеççĕ. Мĕнлерех майпа туслăха упраса пурăнмалли пирки ырă шухăшсем нумай каларĕç шăпăрлансем, тăнăçлă пурнăç пысăк пуянлăх пулнине çирĕплетрĕç. Урока В.Н. Миначева вĕрентӳçĕпе В.А.Спиридонова психолог ертсе пычĕç.
«Чăваш фольклорĕ» кружок ларăвĕнче 1-11-мĕш класс ачисем (ертсе пыраканĕ – аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ Л.П. Иванова) улах лартса пачĕç. Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ пӳлĕме хăнасем нумай пухăннăччĕ. Вĕсене пурне те чăваш халăх культурипе этеплĕхĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем, юрри-ташши килентерчĕ. Тĕрĕллĕ ал шăллисемпе минтер пичĕсене, вырăн çиттисене аллисемпе тыта-тыта пăхрĕç, темччен ырласа тăчĕç. Чăваш кил-çуртне илемлетнĕ япаласене пурне те чăваш кружокне илсе пыракан Л. П.Иванова тата унăн амăшĕ Н.А.Носова тĕрленĕ.
Юнашар пӳлĕмре «Тутар фольклорĕ» кружок ĕçĕпе паллашма май пулчĕ. «Тутарла та пĕл, вырăсла та вĕрен – пур чĕлхе те пурнăçра питĕ кирлĕ» темăпа ирттерчĕ урока аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ Т.А.Насыртдинова.
Обществăлла канашăн ларăвĕнче шкул директорĕ Людмила Ивановна Чернова Скугареевкăри пĕлӳ çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕмĕчĕсемпе, вĕренекенсен пурнăçĕпе тата ăнăçăвĕсемпе, вĕрентӳçĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Паян шкулта 154 ача вĕренет. Çитес вĕренӳ çулĕсенче, телее, вĕренекенсен шучĕ ӳссе пырĕ.
Шкул коллективне юбилей ячĕпе саламлама килнĕ çынсем пурте ыррине, аваннине сунчĕç. Вĕсенчен пĕри те пушă алăпа килмен, парнесем илсе килнĕ. Тереньга районĕн пуçлăхĕ П.А.Иванов Скугареевка шкулĕн тăррине витме тата спорт залне тĕпрен юсама 5 млн тенкĕ ытла куçарни пирки каларĕ, классенче кирлĕ оборудовани туянма та укçа шеллеменнине пĕлтерчĕ. Халĕ уяв ячĕпе 80 пинлĕх сертификат пачĕ.
Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци вĕренĕвĕн ыйтăвĕсен пӳлĕмĕн методисчĕ В.А.Архипова кунта наци ыйтăвĕсене те кирлĕ таран тимлĕх уйăрнине палăртса хăварчĕ, чĕререн тав турĕ. УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев ятĕнчен чăвашлăх юхăмĕнче тăрăшакансене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Тӳрĕ кăмăллă Л.П.Иванована ачасене чăваш халăх сăмахлăхĕ урлă тăван чĕлхене вĕрентнĕшĕн, сумлă ĕç илсе пынăшăн уйрăмах пысăк тав терĕ. «Атте-анне чĕлхине сутма юрамасть, тăван чĕлхене сыхласа хăвармаллах. Тав шкул дирекцине, учительсен коллективне наци чĕлхисене вĕрентнĕ çĕрте хавхалантарса, пулăшса пынăшăн», - терĕ Вера Александровна.
 
: 1017, Хаçат: 48 (1244), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: