Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче Чăнлă район çыннисем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Вĕсене саламлама Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ – правительство председателĕ С.И.Морозов пычĕ.
Район çитĕнĕвĕсене палăртса Сергей Иванович çапла каларĕ: «Ял хуçалăхĕ сирĕн район экономикинче питĕ пысăк вырăн йышăнать – пĕтĕмĕшле продукцийĕн 80 проценчĕ. Чăнлă районĕн облаçри ял хуçалăхне аталантарнă çĕрте те тӳпи пысăк. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн 73 проценчĕ, çĕр улмин 60 проценчĕ кунта ӳсет. Пĕрчĕллĕ культурăсен 7 процентне, сĕтĕн 9 процентне эсир туса илетĕр».
Кĕпĕрнаттăр пысăк çитĕнӳ тунă çынсене Хисеп грамоти парса чысларĕ.
Район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов та хăйĕн сăмахĕнче çĕр ĕçченĕсене тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн чĕререн тав турĕ. «Эсир хăвăрăн паттăрла ĕçĕрпе района пуянлататăр, ăна малалла кайма пулăшатăр. Чыс та мухтав сире çĕре парăннăшăн!» – терĕ.
Пухăннисене облаçри ял тата вăрман хуçалăхĕсен министрĕ А.В.Чепухин, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем, облаçри фермер (хресчен) хуçалăхĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçисем, районти депутатсен канашĕн пуçлăхĕ И.М.Фролова, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н. Ларионов тата ыттисем саламларĕç.
Районти ял хуçалăх ĕçне пуçлăхăн пĕрремĕш çумĕ В.П.Анисимов тишкерчĕ.
Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 88 пин тонна ытла пуçтарса илнĕ. Гектартан вăтамран – 20,1 центнер. Пĕтĕмĕшле ĕçсем тăрăх районта «Волга» (ертӳçи Р.Н.Насуртдинов), «Новая жизнь» (Г.М.Мулянов), «Новотимерсянский» (Р.Р.Нуртдинов) малта пыраççĕ. Фермерсем хушшинче В.В.Салюкин, Е.Ф.Сяпуков, А.И.Никитин пысăк кăтартусемпе мухтанма пултараççĕ. Малта пыракан механизаторсемпе водительсене, выльăх пăхакансене те асăнса хăвармалла. С.А. Сангусев («Агрофирма «Б. Нагаткино») 2500 гектар тырă акнă, 4000 гектар гербицид сапнă, Р.М.Зарипов («Новотимерсянский») 2346 тонна тырă çапнă, С.П.Албутов (ИП Никитин А.И.) 700 гектар çинчен сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларнă, Ф.В.Лапшин (Агрофирма «Б. Нагаткино) 2550 тонна тиев турттарнă. К.А.Николаева («Новая жизнь») 9 уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 3850 килограмм сĕт суса илнĕ. Э.Ю. Солодовниковăн («Волга») кашни пăрăвĕ талăкра 765 грамм ӳт хушнă.
Х.В.Рамазанов район чысне йăтассишĕн нумай çул тăрăшакансене наградăсем пачĕ. «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» ята тивĕçнисем хушшинче — В.И.Аппанов, вăл «Агроснаб-Сервис» обществăна ертсе пырать.
Уявра пĕр çынна та кӳрентермерĕç, хуçалăх пуçлăхĕсенчен тытăнса ял кĕтӳçисене çити сцена çине чĕнсе ырă сăмах каларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
Çĕр ĕçченĕсене саламлама Çĕнĕ Ульяновскран «Симбирские беседы» ушкăн килнĕ, вăл куракансене вырăс халăх юррисене парнелерĕ. Районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç концерта. Çаплах Кивĕ Улхашри хор юрăçисене те, Чăвашкассинчи юрă-ташă ушкăнне те (иккĕшне те Р.П.Кириллов ертсе пырать) халăх чылайччен алă çупрĕ.
 
: 873, Хаçат: 48 (1244), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: