Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"МедиаЦентр" учреждени пресс-центрĕнче кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Нацисен хушшинчи çыхăнусен канашĕн членĕсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Унта наци политикипе тата çĕнĕлле йĕркеленĕ канашпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.
Правительство председателĕн çумми, Ульяновск облаçĕнчи шалти политика министрĕ М.А.Сычёв канаша çĕнĕлетсе муниципаллă йĕркеленӳсенче секторсемпе канашсем йĕркелесе яни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем мĕнле ĕçсем илсе пымалли çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Народный Фронт «За Россию» обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн сопредседателĕ, «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ О.Н.Мустаев нацисен хушшинчи хирĕçӳсене сăнаса тăмалли центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Наци ĕçĕсене илсе пыракан обществăлла организацисен халăх йăла-йĕркине, культурине, хăйневĕрлĕхне упраса хăварасси вĕсен уставĕсенче палăртса хăварнă тĕп тĕллев пулни çинче чарăнса тăчĕ.
УОЧНКА председателĕ, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсен канашçи В.И.Сваев Нацисен хушшинчи çыхăнусен канашĕ çĕнелсе ĕçлеме тытăннă хыççăн чăвашсен наципе культура автономийĕ тата унăн уйрăмĕсем, вырăнти наци канашĕсем малалла мĕнле ĕçлемеллине каларĕ. Нацисен хушшинчи туслăх область пурнăçĕнчи хăтлăх пулнине палăртса хăварчĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр наци политикине тĕпе хурса облаçа тĕрĕс çулпа илсе пынине ырларĕ.
Ульяновск облаçĕн «Русский дом» обществăлла организацийĕн председателĕ Т.И.Кулябина наци ыйтăвĕсене, хутшăнăвĕсене регионта пурăнакан нацисен культурине, йăла-йĕркине, историне тĕпе хурса ĕç илсе пырсан умра тăракан ыйтусене татса пама çăмăлтарах пулнине палăртрĕ.
 
: 567, Хаçат: 48 (1244), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: