Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр РФ Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумне Виктор Зубкова регион çуракине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă.
Самарта Виктор Зубков çуракине тĕплĕн хатĕрленес ыйтусемпе округ канашлăвне ирттернĕ. Мероприятие РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота тата 14 регион ертӳçи хутшăннă.
Сергей Морозов канашлура Ульяновск облаçĕ 958,4 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче çураки ĕçĕсем ирттерме палăртни çинчен каласа панă. Хĕвел çаврăнăш, соя, кĕрпе культурисем, пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен нумайрах акмалла. 2011 çулта 1 млн тонна тырă, 85 пин тонна хĕвел çаврăнăш, 320 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 80 пин тонна пахча çимĕç тата 220 пин тонна çĕр улми туса илме палăртнă.
Ял хуçалăх производствине аталантарма область бюджетĕнчен 350,5 млн тенкĕ уйăрмалла. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15 процент нумайрах.
Ульяновск облаçĕ Раççей ял хуçалăх министерствипе федераллă бюджетран 627 млн тенкĕ илесси çинчен килĕшӳ тунă. Кăçалхи пĕрремĕш виçĕ уйăхлăхра 169 млн тенки облаçа килсе çитнĕ ĕнтĕ, вĕсенчен 150 млн тенкине ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансене валеçсе панă.
 
: 994, Хаçат: 15 (1107), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: