Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2013 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, Пĕтĕм Раççей гражданĕсене йышăнмалли кун ирттереççĕ.
12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Мускаври тата регионсенчи РФ Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕсене, правительство çурчĕсене çивĕч ыйтусемпе пыма май пулать. Йышăнăва черет витĕр тухса лекетĕн, çумра паспорт пулмалла.
Пирĕн регионта граждансен харпăр йышăнăвĕ 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн правительство çуртĕнче çак адреспа иртет: Ульяновск хули, Ленин лапамĕ, 1-мĕш çурт (Ульяновск облаçĕн правительствипе кĕпĕрнаттăрăн йышăну пӳлĕмĕ).
Пур ыйтусене те Интернет тетелĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Личный приём» официаллă сайтĕнче «Обращения» (http://lеttеrs.krеmlin.ru/rесеptions) пайĕнче хурав тупма, тĕплĕн вуласа пĕлме пулать.
 
: 818, Хаçат: 48 (1244), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: