Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКА Ульяновск хулинчи Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕ çамрăк-ха – ăна кăçал кăна йĕркеленĕ. Анчах ун пуçлăхĕ В.Н.Буяндуков тӳрех хастарлăх кăтартма пуçларĕ. Акă çак кунсенче ку уйрăм хастарĕсем «Киндяковка» Культура çуртĕнче пĕрремĕш хут Кĕрхи сăра уявне ирттерчĕç.
Уява 46-мĕш шкул вĕрентӳçи И.В.Мещанинова ертсе пычĕ, пухăннисем кĕрекене вырнаçса ларчĕç. Вĕсене УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн пред-седателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин, «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ, «Народный Фронт «За Россию» обществăлла организацин сопредседателĕ О.Н.Мустаев, Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Абитов саламларĕç.
Анатолий Георгиевич ку каçăн пĕлтерĕшне çапла хакларĕ: «Паян кунта пĕр-пĕринпе çывăх паллашăр, ăшшăн калаçăр. Кунта пуçтарăннисем тепĕр çул татах килччĕр, хăйсемпе пĕрле юлташĕсене, тăванĕсене илсе килччĕр. Хастар чăвашсем пирĕн çумра нумайрах пулччăр, вара пирĕн ĕçсем те сумлăрах пулĕç».
Чăвашсем уявра сăрана сăвап турĕç, çăкăр паракан тулăх Çĕр-аннене, çутă хĕвеле, ăшă çумăра, пите лăпкакан çиле тав турĕç. Тĕрлĕ конкурссем, вайăсем ирттерчĕç, чăваш кĕввипе саккăрла çаптарса ташларĕç, илемлĕ юрăсем янраттарчĕç. Çамрăк артистсем Е.Карамзина, А.Ахмерова эстрада юррисемпе савăнтарчĕç. Вĕсен тантăшĕ Е.Вергайкина та уява ирттерме хăйĕн пайне кĕртрĕ.
Уявăн тĕшши вара «Илем» ушкăн (ертӳçи А.Чурбанов) артисткисем пулчĕç. Вĕсем кĕрекерисене нумай юрă парнелерĕç, хăнасем вĕсемпе пĕрле юрласа савăнчĕç.
Тутлă та кăпăклă сăрине Лаишевкăра пурăнакан Н.И.Григорьева вĕретнĕ. Сăмах май каласан чăвашсем сăра уявсенче çеç мар, çулталăкĕпех туса ĕçнĕ. Сĕтел çинчи кукăль-пӳремечне «Килĕшӳлĕх» уйрăмăн пултаруллă хĕрарăмĕсем пĕçерсе килнĕ, кĕрекерисене пурне те тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Уяв сценарине хатĕрлеме Чăваш культура центрĕн заведующийĕ И.В.Гаврилова пулăшнă. Ахальтен каламан ĕнтĕ пĕрлĕхре вăй тесе.
«Килĕшӳ» уйрăмăн пуçлăхĕ В.Н.Буяндуков уяв вĕçĕнче: «Пире А.Г.Еленкин яланах пулăшу аллине тăсать, тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çавăнпа та Кĕрхи сăра уявне кашни çулах çакăн пек хаваслă ирттерме шутлатпăр. Пуçламăшĕ чиперех пулчĕ», - терĕ.
 
: 998, Хаçат: 48 (1244), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: