Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕррехинче Тутарстан Республикин Пăва районĕнче вырнаçнă Мăкăр ялĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Васильев ертсе пыракан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ анлă концерт кăтартать. Уявра вăл вăхăтра ялти шкулта пĕлӳ илекен Михаил Липатов та пулать. Шăпчăксенчен авантарах юрлакансене, акăшсенчен хӳхĕмрех ишсе пырса ташлакансене курса ларакан çула çитмен ача: «Мĕн пулсан та артист пулатăп», - тесе тĕв тăвать.
- Манăн ачалăхăм тата çамрăклăхăм ялта иртрĕ. Атте-анне пире мĕн ачаран ĕçре пиçĕхтерсе ӳстернĕ. Колхоз уй-хирĕнче, çаранĕсенче вăй хунă вăхăтра кану тапхăрĕсенче пĕрле пуçтарăнса лараттăмăр та чăваш юррисене шăрантараттăмăр. Ял уявĕсенче, ĕçкĕ-çикĕре хăнасем халăх юррисене юрланине, такмак каласа ташланине пăхса тăрасси маншăн чăн киленӳ пулнă. Çамрăксем вăйă картинче савăнни халь те куç умĕнче тăрать. Мĕн ялтан тухса кайиччен шкулта, клубра иртекен культура мероприятийĕсене хутшăнмасăр юлман. Уйрăмах ташлама, ташăсем лартма кăмăллаттăм, - каласа парать Михаил Алексеевич.
М.А.Липатов 1977 çулта Ульяновскри культура училищине - хореографи уйрăмне - вĕренме кĕрет. Нина Ильиничнапа Анатолий Петрович Пунков педагогсем ертсе пынипе вăл ташлас тата ташă лартас меслетсене вĕренет. Училищĕре чи маçтăр ташлакан студентсенчен пĕри пулса тăрать. Каçхине Профсоюз керменĕ çумĕнчи паллă хореограф Дмитрий Бахарев ертсе пыракан ташă ушкăнне репетицисене çӳрет. Училищĕне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерсе Михаил Липатов Çĕнĕ Ульяновскри «Цементник» культура керменĕнче хăй специальноçĕпе вăй хума тытăнать.
1984 çулта ентешĕмĕр Ульяновскри Авиастроительсен районне килсе тĕпленет. Каллех ташă тĕнчине кĕрсе ӳкет. Куннехинче искусство Турри ăна «Руслан» культура керменĕ çумĕнчи Рудольф Евдокимов ертсе пыракан ташă ансамблĕн ташăçи пулма пӳрнĕ темелле. Çав хушăрах вăл хулари шкулсенче халăх ташшин ушкăнĕсене йĕркелет.
Пăнтăх самани тапранса кайсан культура тытăмĕ чухăнланса пырать. Нумай-нумай юрă-ташă ушкăнĕ саланать, вĕсен ертӳçисем ĕçсĕр тăрса юлаççĕ. Михаил Алексеевич рабочи профессине алла илет. Чунĕнче вара тунсăх хуçаланать, чĕри юрă-ташă тыткăнĕнче тăпăртатать.
- Пĕлместĕп, вун тăватă çултан мана каллех юрă-ташă тĕнчине çакланма Турă пӳрнĕ-и е ку пулăм ăнсăртран пулса тухрĕ-и? Эпĕ тахçанах Станислав Толстов композиторпа ĕçлеме ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ. Паян эпĕ «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн ташăсем лартаканĕ тата юрăçи. Ĕç хыççăн çак ушкăна çунатланса «вĕçетĕп». Верония Алексеевнапа Станислав Петрович Толстовсем искусство лавне пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевпе туртса пыраççĕ. «Эревет» Атăл тăрăхĕнчи çеç мар, пĕтĕм Раççейри чăваш тĕнчинче палăрса тăракан тĕслĕхлĕ ушкăн пулмалла, - тет хăпартланса Михаил Алексеевич.
М.А.Липатовăн тепĕр хобби тени те пур. Вăл хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултаруллă сăн ӳкерӳçĕ.
- Çут çанталăкăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче канса вăй-хал пухатăп. Пĕччен. Аллăмра – фотоаппарат. Вĕсем калаçма пĕлсен кашни çулçăпа, чечекпе, хурт-кăпшанкăпа, вĕçен кайăкпа, чĕр чунпа пĕр чĕлхе тупса калаçнă пулăттăм. Хам та сисместĕп, вĕсемпе тĕл пулсан калаçма тытăнатăп. Вĕсем мана, калăн, ăнланаççĕ. Çут çанталăкра мĕн курнине веçех сăн ӳкерме тăрăшатăп. Вĕсем манăн питĕ нумай. Çынсем курса тĕлĕнмеллисем те пур пек туйăнать. Вĕсемпе «Канаш» хаçат вулаканĕсене паллаштарма кăмăл пур, - тет ăшшăн кулса Михаил Алексеевич.
Мĕнех, ентешĕмĕр сĕнĕвĕпе усă курăпăрах.
 
Ульяновск хули.
 
: 1005, Хаçат: 48 (1244), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: