Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Удмуртири «Бураново асаннисем» ушкăнăн артисчĕсем пекех Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнчи «Палан» ансамбль нумай çул куракансене ташă-юрăпа савăнтарать. «Палан» ансамбльте çулĕсемпе чи аслă юрăçă Матрёна Филимоновна Ясницкая кĕлеткипе те, сăнĕпе те, хăтланăвĕпе те «Бураново асаннисем» ушкăнри Пугачёвана аса илтерет.
Матрёна Филимоновна ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Апла пулин те пĕр репетицирен те, концертран та юлмасть. Уявсенче кĕçĕнреххисем ташлаччăр-ха тесе айккинче пăхса тăмасть, чи малтан ташша тухать, çамрăк çын пек саккăрла çаптарса ташлать. Матрёна Филимоновна «Палан» ушкăн шăнăрĕ – авалхи юрăсене чи нумай пĕлекенни, юрă пуçлаканни.
-Эп ансамбле тахçанах çӳретĕп ĕнтĕ. Кăçал мана унта пĕрле çӳрекенсем хисеплесе телефон та парнелерĕç. Эпир хамăр халăхăн пуянлăхне çухатасшăн мар, аннесем юрлакан юрăсене юрлатпăр. Ачаранах вĕсем юрланине итлесе ӳснĕ-çке-ха, - тет вăл. - Ура вăйĕ пур, юррине нумай пĕлетĕп. Ташласси – тĕрĕ тĕрлесси мар. Ĕлĕк ĕçкĕ-çикĕре пайтах юрланă, савăннă. Халь ку йăла пĕтрĕ. Купăс калама пĕлекенсем те юлмарĕç.
Ансамбле çӳрекенсене тумне клубра параççĕ. Амăшĕсен тумĕсем вĕсен. Маття аппа пуçне сырмалли хатĕрсене вара хăй тунă.
Матрёна Филимоновна кӳршĕ Асьялта çуралнă. Пĕчĕкренех ĕçе кӳлĕннĕ. Шкулта пĕрремĕш класс пĕтерсен хĕрĕн малалла вĕренес кăмăлĕ те пулнă. Вĕренӳ çăмăллăнах парăннă ăна. Анчах амăшĕ йăмăкне пăхмалла тесе хĕре шкула урăх ямасть.
-Эпир ферма çумĕнче пурăнаттăмăр. Пĕрре çапла тăратпăр йăмăкпа урамра. Юлташ хĕрĕ фермăна ĕçлеме каять. Мана та чĕнчĕ. Çапла ĕçе çӳреме тытăнтăм. Йăмăк юнашар чупса çӳрет, хам ĕне сăватăп. Пĕр çул ĕçлерĕм вĕт. Кайран вара пăру пăхнă çĕре куçрăм. Сысна та пăхнă, выльăх валли апат та пĕçернĕ, çĕр улми те лартнă, сухапуç та тытнă. Темĕнле ĕçре те пиçĕхнĕ. Астусах каймастăп та, 8-9 çултах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ эпĕ, - аса илет вăл. - Эп пĕр вырăнта кăна тĕпленсе ĕçлемен, ĕмĕр тăршшĕпе таçта та çитнĕ: чукун çул çинче те, колхозра та, Курçкари пустав (сукно) фабрикинче те вăй хунă. Çемье пысăк пулнипе çынсем патĕнче ĕçлесе те укçа тунă. Ĕç стажĕ 44 çул манăн.
Маття аппа Турă çырнине тăван ялĕнчех тупнă. Мăшăрĕпе 10 ача çуратса ӳстернĕ: пилĕк ывăл та пилĕк хĕр. Çăмăл пулман вĕсене ачисене ура çине тăратма. Юрать, кашни икĕ çултан çут тĕнчене килекен çĕнĕ кайăка пăхма Маття аппана ашшĕн аппăшĕ пулăшнă. Тата патшалăх нумай ачаллă çемьене кăшт укçа-тенкĕ панă.
-Асьялпа Ĕшке пĕр ял советне кĕретчĕç, пĕр колхоз. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче колхозра тракторист пулса упăшка тата икĕ ывăл ĕçлетчĕç. Пире вара колхоз 1982 çулта Ĕшкере çурт пачĕ. Куçсанах кунта ансамбль çукчĕ-ха. Тĕрĕссипе, ун чухне юрласа çӳреме вăхăт та пулман, ача çитĕнтернĕ те ĕçе çӳренĕ. Ĕшкене куçса килсен икĕ çултан мăшăр çĕре кĕчĕ. Тĕпренчĕкĕмсем те пĕрин хыççăн тепри – пиллĕкĕшĕ – вилчĕç. Теприн ман вырăнта пулсан юрлама-ташлама вăй-халĕ çитес çук. Эп те нумай çул çын çине тухман. Анчах кулянса ларнипе пурнăçа тăсаймастăн. Пурăнаканăн малаллах талпăнмалла. Ансамбле юрлама çӳрени пурăнма вăй парать. Çынсемпе тĕл пулатăн, калаçатăн, тĕрлĕ çĕре концертпа тухса çӳретĕн. Питĕ килĕшет ансамбльпе çӳреме. Хуйхă пирки мансах каятăн кун пек вăхăтра. Çут тĕнчере пурăнакан пĕр ывăлпа тăватă хĕршĕн яланах кĕл тăватăп, вĕсемшĕн савăнатăп. Ялта ман çывăхра пурăнакан ачасем те пур. Мана вĕсем пăхаççĕ, пулăшаççĕ. Вутти-шанкине хатĕрлемелле-и, çĕр улмине лартса кăлармалла-и – ман ку енĕпе пăшăрханмалли çук. Ачасем пирĕн пурте чăвашла калаçаççĕ. Севастопольте пурăнаканни те, Санкт-Петербургра тĕпленни те Ĕшкене килсен тап-таса чăвашла пуплеççĕ. Ялта пурăнакан çынсем вара тăван чĕлхене манса пыраççĕ. Çамрăксем вуçех пĕлмеççĕ. Çакăн çинчен шутласан пит кулянатăп вара. Эп вырăс текенсем те тупăнаççĕ. Чăвашран çуралаççĕ те – "вырăс" пулса тăраççĕ. Тĕлĕнмелле! - каласа парать Матрёна Ясницкая.
 
: 8983, Хаçат: 48 (1244), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: