Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Луговое посёлокĕнче «Чаепитие» ятпа клуб ĕçлеме пуçланă. Клуба Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин, Хула Думин депутачĕ Николай Абрамов сĕнĕвĕпе вырăнти чăваш хастарĕсем (ертсе пыраканĕ И.П.Усмендеева) йĕркелерĕç.
Луговое ялĕнче ку хыпар часах сарăлчĕ. Вăл хальлĕхе хастарсен килĕнче иртет-ха. Клубăн тĕллевĕ — пирĕн ентешсен ырă ĕçĕсемпе, пултарулăхĕпе паллаштарасси.
Пĕрремĕш ят – Станислав Толстов композитор, юрăç. Вăл «Добрыми делами славься, Луговое» юррăн авторĕ. Юррăн историйĕ ансат. Станислав Толстов Александр Богатов çырнă вырăсла сăвă тăрăх юрă кĕвĕлеме хаваспах килĕшрĕ. Юрă хатĕр пулсан ялти обществăлла канаш автора юррăн хăтлавне чĕнчĕ. Композитор уява «Эревет» ушкăнĕпех килсе çитрĕ. 2012 çулхи çурла уйăхĕнче ял çийĕн çĕнĕ юрă янăрарĕ. Тĕлпулăва йĕркелекенсене пилĕк чăваш кăна килни те пăшăрхантармарĕ (ялта çĕре яхăн чăваш çемйи). Вырăс çыннисем чăваш артисчĕсен кашни юррине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.
Клубăн ларăвне ертсе пыраканĕ пухăннисене Веронияпа Станислав Толстовсен пултарулăхĕ çинчен калакан видеодиск кăтартрĕ. Унта туслă мăшăр «Сарă тюльпансем» юрра шăрантарать. Ун хыççăн ертсе пыракан Станислав Толстов пĕрремĕш хут çĕнтерӳçĕ ятне мĕнле илни пирки каласа пачĕ.
«Станислав Хусанти культура институтĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра институт студентсен хушшинче Тутарстанри паллă купăсçă Файзулла Туишев ячĕллĕ премине çĕнсе илессишĕн конкурс ирттесси пирки пĕлтерӳ кăларать. Хатĕрленме ултă уйăх парать. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен 80 купăсçă хутшăнать. Вăл шутра Станислав Толстов та. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ хыççăн 30 çын тăрса юлать, юлашки тапхăрта сакăр çын ăмăртать. Станислав шутламан та çак ушкăна лекессе.
Конкурс лăк тулли залра иртнĕ. Акă сцена çине Станислав Толстов тухмалли пирки пĕлтереççĕ. Вăл тăрать те купăсне йăтса сцена еннелле утать. Анчах палламан каччăсем ăна хыçалтан ярса тытса малалла ярасшăн мар пулаççĕ. Туйнă вĕсем малтанах çак чăваш каччи çĕнтерессе. Станислав хытă туртăнса илет те ăмсанакансен вăйлă аллисенчен вĕçерĕнет, мăнаçлăн сцена еннелле каять. Хăй суйланă кĕввине ăста каласа залрисене çеç мар, жюрие те тĕлĕнтерет. Çапла Станислав Толстов çĕнтерӳçĕ пулса тăрать, - вĕçлерĕ уява ертсе пыраканĕ хăй сăмахне.
Клуба пухăннисемшĕн пĕрремĕш тĕлпулу питĕ интереслĕ пулчĕ. Тепри – 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртмелле. Луговое ялĕнче пурăнакансем облаçра ĕçлесе пурăнакан паллă писательсемпе тата поэтсемпе, композиторсемпе тата юрăçсемпе, художниксемпе тата обществăлла ĕçсен хастарĕсемпе тĕл пулĕç. Вăл шутра – Станислав тата Верония Толстовсем, Анатолий Юман, Валентина Игнатьева (Тарават), Анатолий Ырьят, Серте Мишши, Олег тата Елена Мустаевсем, Николай Ларионов, Зоя Рейтер, Владимир Сорокин, Анатолий Еленкин, Николай Абрамов, Владимир Сваев, Анатолий тата Нина Еграшкинсем.
 
: 904, Хаçат: 48 (1244), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: