Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумай ачаллă амăшĕ, Ача амăшĕн медалĕн виçĕ степенĕн кавалерĕ, Надежда Поликарповна Тударинова (Косолапова) Ульяновскри Лаишевка станцăра пурăнать. Вăл Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче 1949 çулта çуралнă.
Надежда, çемьери пĕртен-пĕр хĕр, шкул хыççăн амăшне пĕччен хăварас мар тесе ялтах юлать, фермăна ĕçлеме вырнаçать. Малтан пăру пăхать, кайран – сысна. Вунă çул хушшинче нумай нуша курать. Тăрăшса, пур ĕçе те лайăх тума вĕреннипе пысăк кăтартусемшĕн вăйне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшать. Чăнах та, унăн ĕçне грамотăсем, дипломсем парса, сăн ӳкерчĕкне хуçалăхри, районти Хисеп хăмисем çине вырнаçтарса хаклаççĕ.
1971 çулта вара Надежда Поликарповна Тутарстанри Нурлата качча каять. Çамрăк мăшăр Нурлата пурăнма куçать. Унта вĕсен икĕ ывăл çуралать. 1975 çулта вара Тудариновсем Ульяновск çывăхне, Лаишевка станцăна, куçса килеççĕ.
-Эпĕ çул-йĕр тăвакан тата юсакан управление ĕçе вырнаçрăм. Тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаттăм. Çулсерен тенĕ пек ача çуратнă çав. 1976, 1977, 1979, 1982, 1985 çулсенче çут тĕнчене çĕнĕ кайăксем килсе çемье илемне хушрĕç. Декретра нумай ларман эпĕ, ача икĕ уйăх тултарсанах ĕçе тухнă. 1979 çулта ĕçре аварие лекнĕччĕ. Аслă Ключище патĕнче машинапа. Водитель вилсе выртрĕ. Мана, тăватă ача амăшне, ун чухне Турă çăлса хăварчĕ. Тата виçĕ ачаллă пултăмăр кун хыççăн. Анчах кĕçĕн ача çуралсан пысăк хуйхă килсе çапрĕ çемьене. Хĕрĕх ултă çулхи мăшăрăм вилсе кайрĕ. Эпĕ çичĕ ачапа пĕччен тăрса юлтăм. Выртса татăлса йĕрсен те мăшăра тавăрма çук. Ачасене çитĕнтермелле. Çавăнпа йăнăшса ларман, çанă тавăрса икĕ çыншăн ĕçлеме пуçланă. Çичĕ ачаран тăватă ывăл та салтака кайма тивĕçлĕ пулчĕ: иккĕшĕ десантник, пĕри тинĕс çар флочĕн морякĕ, кĕçĕнни разведчик. Виçĕ хĕр те Ульяновскра пурăнать, - каласа парать вăл.
Надежда Тударинова çул тунă çĕрте тивĕçлĕ канăва кайичченех, 2009 çулччен, вăй хунă. Кашни професси уявĕнче, Хĕрарăмсен кунĕнче управлени пуçлăхĕсем чăваш хĕрарăмĕ пирки ырă сăмахсем каласа хаклă парнесем панă, укçа-тенкĕпе чысланă. Çапла 34 çул хушши. Вăл ĕç ветеранĕ.
Халĕ Надежда Поликарповна пĕчченех пурăнать. Каçсерен юратнă ултă мăнукĕпе ачисем валли чăлха-нуски, хĕрĕсемпе кинĕсем, пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем валли тутăрсем çыхать, çăм авăрлать, тĕрлет. Хуçалăхра виçĕ качака, чăхсемпе кăвакалсем тытать. Пахча çимĕç ӳстерет, чечек акать. Çапла ватăлма вăхăт çук тесе куллен тăрмашать.
Лаишевка станцăра чăвашсем нумай пурăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă тăракансем уявсене пĕрле ирттереççĕ. «Канаш» хаçата çырăнакансем те нумай. Интереслĕ статьясене вĕсем вара пĕрле пухăнса сӳтсе яваççĕ.
 
: 903, Хаçат: 48 (1244), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: